Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйламалли кун çывхарса килнĕ май, палăртнă ыйту пирки тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев чарăнса тăнă.  Суйлав комиссийĕсен ĕçне витĕм кӳрессипе ятарлă Указ йышăннине те аса илсе хăварнă.  Паянхи куна Указпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпех ĕçсене йĕркене кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ вăл. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пур тытăмра тăрăшакансем те хăйсене шанса панă ĕçе кирлĕ пек саккуна пăхăнса пурнăçланине палăртнă. Суйлава хатĕрленсе, ĕçе йĕркелеме пулăшнăшăн пурне те тав тунă. Чи кирли – суйлава кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттересси, саккуна пăхăнса пур ĕçе те пурнăçласси пулнине çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа хăварнă. Кăçал 8 уйăх хушшинче предпринимательсен шучĕ ӳснине пĕлтернĕ. Производствăсен тупăш пайĕ хăпарнине асăннă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем пурĕ 1,9 млрд тенкĕ налук куçарса панине пĕлтернĕ. Кăтартăва пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшусем пирки те кĕскен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе ĕçе малалла та пурнăçласа пымаллине асăрхаттарнă. «Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле.  Ун чухне халăхăн тупăш пайĕ те ӳсесси куç кĕретех пулĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи.

 Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем çинчен Федерацин Статистика патшалăх службин Чăваш Республикинчи  - Чăваш Енри Территори органĕн ертӳçи Эльвира Максимова тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл Чăваш Республикинче асăннă мероприяти çав тери çӳллĕ шайра иртнине пĕлтернĕ.  Куншăн Чăваш Ен Пуçлăхне, Правительствăна, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тав тунă.  Пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсем кăçал раштав уйăхĕнче пулассине палăртнă.

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ăна Чăваш Республикинче йӗркелеме палăртнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тăрăх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 450 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен ертӳçисем, вӗренӳ организацийӗсен пуçлăхĕсем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ. Кăҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанăвӗнче» тема тавра калаҫассине пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев. Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев  Халăхсен Съезчĕ пирки каласа панă.   Паллă пулăм тĕрлĕ халăхлă регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулине 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ пысăк пулăм çинчен чарăнса тăнă. Хула ырă енне улшăнса пынине, халăх та кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.  Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ пĕр тан аталанса пынине, Раççейре те паллă тесе асăннă. Унта пурĕ 1100 çын вăй хунине, çĕнĕ цех хута кайнине кура, тата та 50 ĕç вырăнĕ пулнине  пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин экономика аталанăвне çак предприяти пысăк тӳпе хывнине, пурĕ çĕршыв бюджетне пĕлтĕр 454 млн тенкĕ налук хывнине, кăçал çак кăтарту 700 млн çитессине, экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах, предприятире тăрăшакансен ĕç укçин виçи 22 процент ӳснине, вăтамран организацире  ĕçлекенсен шалу укçи 37 пинпе танлашнине ырă хыпарсене пĕлтернĕ республика Ертӳçи.  Юлашкинчен канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа иртнĕ спорт ăмăртăвĕнче мала тухнисене тав тунă.   



12 сентября 2016
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter