Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă ăсчахпа тата общество деятелĕпе, Николай Дроздов биолог, телеертӳçĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă ăсчахпа тата общество деятелĕпе, Николай Дроздов биолог, телеертӳçĕпе  ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи Ватăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков хутшăннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн тав тунă, Чăваш Республикинчи тĕрлĕ халăхăн Съезд ĕçне хутшăнма кăмăл тунăшăн ырланă.  «Сирĕн пысăк тавракурăмлăх, Раççей Федерацийĕн Общество палатинче ĕçленин кăтартăвĕ, пирăн регионта пурăнакансемшĕн питĕ пархатарлă.   Ку вара чи пахи. Эпир хамăрăн йăла-йĕркепе пуян. Пирĕн çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, тăван çĕре, тăван тавралăха, аслисене хисеплеме вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Николай Дроздов общество ĕçне хастар хутшăнни халăхсене хавхалантарнине каланă. «Раççей мăнаçлăхĕн вăйĕ – сирĕн пĕрлĕхри ӳсĕм. Республика пĕр тан аталанса пырать. Кунта тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнать», - тенĕ сумлă хăна, Съезд  – пĕрлĕхе кăтартса панине асăннă.    Тĕплĕнрех



12 сентября 2016
11:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter