Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячăллĕ тĕрлĕ резинăсем кăларакан производство пĕрлешĕвне çитсе килнĕ, çĕнĕрен модернизациленнĕ хыççăн, предприятине хаваслă пулăмра уçнă çĕре хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ тĕрлĕ резинăсем кăларакан производство пĕрлешĕвне çитсе килнĕ, çĕнĕрен модернизациленнĕ хыççăн, предприятине хаваслă пулăмра уçнă çĕре хутшăннă.  Организацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Лившиц хăйĕн сăмахĕнче, çак предприяти Раççейри чи пысăк çар промышленноç комплексĕсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе тăнине пĕлтернĕ.  Вăл Чăваш Республикин ертӳлĕхне, Раççей Федерацийĕн  Промышленноçпа суту-илӳ министерствине, «Техмаш» НПК» АО генеральнăй директорне Сергей Русакова инновацилле проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  «Проекта ĕçлеттерме патшалăх пулăшăвĕпе те усă курнă.  Хальхи вăхăтра пурĕ 600 млн яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă çĕнĕлле производствăна хута яма. Экономикăра çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те, инновацилле проектсене пурнăçа кĕртме çул-йĕрсем шыраса тупатпăр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  2016 çулта заводра ĕçлекенсен шалу укçи 26 процент ӳснине пĕлтернĕ.  Предприятийĕн тупăшĕ те сахал мар 4 млрд танлашать. Çак кун хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. «Техмаш» НПК» АО генеральнăй директорĕ Сергей Русаков завод малашне те аталанассине çирĕппĕн каланă. Паянхи куна предприяти пĕтĕмпе  промышленноç пайĕнчи 50 организаципе пĕрлешсе ĕçленине асăннă ертӳçĕ. Раççей Федерацийĕн  Промышленноçпа суту-илӳ  министерствин Департамент директорĕн çумĕ  Дмитрий Капранов заводра ĕçлекенсене Министерство ячĕпе ăшшăн саламланă, çакăн пек пысăк çĕнĕлле производство хута кайни çĕршывшăн та, республикăшăн та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Çак кун музей  уçнă. Хăнасем унăн ĕçĕпе паллашнă, çитĕнекен ăрăвăн завод историне пĕлмеллине, унпа мăнаçланмаллине палăртнă.   «Паянхи çамрăк тăван çĕре, тăван тавралăха, тăван çĕршыва хисеплесе, юратса çитĕнет.  Аслисемпе яланах тарават.  Эпĕ, паян завод ĕçне пысăк витĕм кӳнисене, музей йĕркелесе яракансене пурне те чĕререн тав тăватăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Уйрăмах ветерансене чĕререн тухакан сăмахсем каласа ырланă.  Вĕсене нумай çул пурăнма сĕннĕ.  Паян ăслăлăх практика конференцийĕ те иртнĕ, халăхсем Социализмла Ĕç Геройĕ Вячеслав Васильевич Бахирев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ кĕнекен презентацине курнă.   



12 сентября 2016
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter