Шупашкара ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева пулнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле, ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезд ĕçне хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкара ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева килсе çитнĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле, ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезд ĕçне хутшăннă. Паллă мероприятине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ. Кăҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанăвӗнче» тема тавра калаҫма тĕллев лартнă. Асăннă канашлу ĕçне çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Вячеслав Никонов, Алена Аршинова, К.Г. Разумовский ячĕллĕ Мускаври  патшалăх университечĕн Пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕн председателĕ Валентина Иванова тата та ытти хăнасем пулнă.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри 62 регионтан 505 ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен ертӳçисем, вӗренӳ организацийӗсен пуçлăхĕсем, ялти вӗрентекенсем.  Чи малтанах пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă, Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрне Ольга Васильевăна чăваш çĕрĕ çине килнĕшĕн, съезд ĕçне  Чăваш Республикинче йĕркелесе ирттерме йышăну тунăшăн тав тунă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçе пухăннисене регионти вĕренӳ пайĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пирки кĕскен паллаштарнă,  республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа хăварнă. «Чăваш Ен пĕр тан тăнăç аталанса пырать. Аслă несĕлĕмĕрсен тĕп туприне - историне, йăла-йĕркине, культурине, чĕлхине упраса ăруран ăрăва куçарса пырать. Мĕнпур халăхран 39 проценчĕ ял тăрăхĕнче пурăнать. Ялта пурнăç хуларинчен нимĕнпе те улшăнса тăмасть. Условисем пĕтĕмпех çителĕклĕ. Инфратытăм çирĕп аталанать», - тесе  каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика пуянлăхĕ - çынсем.  Чăваш Республикин патшалăх приоритечĕ инвестици явăçтарни.  Палăртма кăмăллă, инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе Раççейре пирĕн регион 6-мĕш вырăнта тăрать.  Çĕнĕлле аталанса пыракан сакăр субъект шутĕнче Чăваш Республики  пулни те çав тери пысăк çитĕнӳ. Бюджетри мĕнпур укçа-тенкĕрен пĕрре виççĕмĕш пайĕ вĕренӳ пайне куçать. Ку та каллех пысăк пархатар вĕренӳ пайĕшĕн.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта инфратытăм пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине асăннă. «Шкулсем, ача сачĕсем тăтăшах хута каяççĕ.  Юлашки çулсенче республикăра 9 çĕнĕ шкул çĕклесе ларнă. 2025-мĕш çул тĕлне тата та 32 шкула тĕпрен çĕнетсе улăштарма тĕллев тунă. Тăваттă, пиллĕк çул хушшинче шкулсенче ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентессине пĕтĕмпех пăрахăçлама йышăннă.  Регионта спорт инфратытăмне çĕнетессипе те сахал мар ĕçленĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн пуçарăвĕпе, ятарлă проект йышăннă, юлашки виçĕ çулта пĕтĕмпе 100 спорт залне юсанă.  Паянхи куна калас пулсан, пĕтĕмпе 39 процента яхăн çынсем кулленех хăйсен сывлăхне çирĕплетме спорт учрежденийĕсене çӳреççĕ.  Çулсерен çак кăтартусем ӳссех пыраççĕ», - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Регионта нумай профиллĕ центрсем те хута каяççĕ. Çамрăк предпринимательсем валли тĕрлĕ вĕренӳ енĕпе условисем йĕркеленеççĕ.  Çĕнĕлле технологисене пурнăçа кĕртсе пыма, çамрăксене ăс пухмалли  ятарлă центрсем çĕклесе лартаççĕ, унта кашни хăйĕн тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма пултарать.  Раççей Вĕренӳ министерстви ирттернĕ конкурсра мала тухса, Ача-пăчасен технопаркне йĕркелеме пулăшу илнĕ.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне пултаруллă яш-кĕрĕм çулсерен илет. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йышăнăвĕсене тĕпе хурса ĕçленине кура, республикăра обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх аталанать, демографи ырă енне улшăнать, нумай çул пурăнакансен йышĕ те куçкĕретех ӳссе пырать», - пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатев.  Вĕрентекенсем ăста пулнине кура, республикăра ачасем Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче мала тухни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх та вĕрентекенсене кирлĕ пек пулăшусем парса тивĕçтерет, ятарлă грансем те пур вĕсене валли Чăваш Республикинче.   Республика Ертӳçи мĕнпур вĕрентекене чун-чĕререн тав тунă, ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн ырланă.  Çĕнĕ çитĕнӳсем тума вăй-хал суннă. 

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев педагогикăра тăрăшакансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ячĕпе ăшшăн саламланă. Патшалăх политикин приоритечĕсенчен пĕри – ачасене пахалăхлă пĕлӳпе тивĕçтересси пулнине асăннă.  Раççей Федерацийĕн  Президенчĕ указĕпе килĕшӳллĕн, çĕршывра вĕрентекенсен шалу укçин виçине кирлĕ пек шайра тытса пынине, ялсенче ĕçлекенсене валли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама илнĕ чухне, льготăллă ипотекăпа тивĕçтермелли ятарлă программа йышăнса хăварнине  пĕлтернĕ.  Сăмаха май, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен те чарăнса тăнă. Ĕç укçин виçин шайĕ, кашни вĕрентекене пырса тивекен йывăрлăха тĕпе хурса пулса пынине каланă Олег Машковцев. Ку енĕпе çирĕп йĕрке пулмаллине асăннă.

РФ Патшалăх Думин вĕренӳ енĕпе ĕçлекен Комитетăн председателĕ  Вячеслав Никонов хăйĕн сăмахĕнче кăçал çĕнĕ вĕренӳ çулне пурĕ 30 млн  ача килнине, вĕсемпе 2,5 млн вĕрентекен ĕçленине каланă. «Ялти учитель – çĕршыври вĕренӳ пайĕн тĕп кăтартăвĕ. Ялăн пуласлăхĕ пĕтĕмпех вĕсенчен килет тесен те, йăнăш мар», - тенĕ Вячеслав Никонов. Вĕренӳ пайне модернизацилес федераци  программипе килĕшӳллĕн, виçĕ çул хушшинче çĕршывра ача сачĕсене сахал мар çĕклесе лартнă. Паян, вара çĕнĕ шкулсем хута ярасси те актуаллă пулнине каланă. Çитес вунă çул хушшинче тата та 500 шкула модернизацилеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Шкул автобусĕсене çĕнетесси пирки те кулленех ĕç пурнăçа кĕрсе пынине, ялти шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерес ыйту та кун йĕркинчех тăнине палăртнă.   Чăваш Республикинче пулса иртекен ырă улшăнусем – ялти шкулсенчи спорт залĕсене юсани, ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах, халăха тивĕçтерме тĕллев лартнине палăртнă.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансен шалу укçин виçине, хăйĕн тапхăрĕнче, вунтăватă хут ӳстерни – пысăк кăтарту пулнине асăннă.  РФ Патшалăх Думин предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен Комитет председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче, хăй ялтан вĕренсе тухнине пĕлтернĕ. Шкулта вăл вăхăтра ĕçленĕ педагогсене тав тунă. Чăваш Енре ялти шкултан вĕренсе тухакансем çĕршыври чи чаплă аслă шкулсене вĕренме кĕнине палăртнă. 

Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ертӳçи, Раççей Геройĕ, космонавт  Сергей Рязанский организацийĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева докладра ялта ачасене вĕрентесси вăл мисси тенĕ. «Енчен те ялта шкул пулсан,  вăл чăн-чăн социаллă культура центрĕ шутланать», - тесе каланă сумлă хăна Министр. Ку хутĕнче съезд ĕçне пухăннисем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ пирки те сăмах пуçарнă. Шкулта ачасен экзаменĕнче тест ыйтăвĕсене сахаллатма палăртасси пирки сăмахланă. Ытларах пултарулăха хаклама май паракан ыйтусене кĕртмеллине палăртнă Министр.  РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, шкулта ĕçлекенсен шалу укçин базовăй пайне 70 процента çитерессине, ытти пайĕ хушма пулăшусем пулассине каланă, вăл 30 процентпа танлашнине пĕлтернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 Федерацин вĕренӳпе наука сферин асăрхав службин ертӳçин çумĕ Анзор Музаев докладра ялти шкулсенче ачасене патшалăхăн пĕрлĕхĕ экзаменне тытарассипе çыхăннă ыйту тавра чарăнса тăнă. Ялти шкулсенче вĕренсе тухакансем, аттестат илменисен, шучĕ сахалланса пынине пĕлтернĕ.  ППЭ ачасене аслă шкулсене вĕренме кĕме пысăк «çул» уçса панине каланă. Аслă шкулсенчи бюджетлă вырăна вĕренме кĕрекенсенчен, кашни тăваттăмĕшĕ, ялти шкултан вĕренсе тухнисем пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.

 Тĕплĕнрех



13 сентября 2016
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter