Чăваш-и: вырăс е тутар — пĕр çемьери пек пурăнар!

Нацисен хутшăнăвĕнче тăнăçлăх пултăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйтăвăн тупсăмĕсене палăртас тĕлĕшпе çĕршыв ертÿçи Владимир Путин 2004 çулта Чăваш Ене килсен «Нацисемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăх» темăпа иртнĕ «çавра сĕтелте» Чăваш Енре Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министерстви йĕркелесе тĕрĕс çул суйланине палăртнăччĕ. «Кунта национальноçсен ыйтăвĕсене политика шайне çĕклесе çивĕчлетмеççĕ, пачах урăхла — пĕтĕм вăя пĕр-пĕрне пулăшас ĕçре усă кураççĕ...» — тенĕччĕ.

тĕслĕх чылай пирĕн. Министерство пулăшнипе республикăра наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен уявĕсене йĕркелеççĕ. Наци библиотекинче мигрантсемпе ĕçлес тĕллевпе нумай функциллĕ интеграци центрĕ ĕçлет. Министерство ыйтнипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çулленех Чăваш Енри этнокультура аталанăвĕпе халăхсен хушшинчи хутшăну тĕлĕшĕпе социологи ыйтăмĕ ирттерет. Кăçалхи пуш уйăхĕнче, акă, Шупашкарта сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтупа Пĕтĕм Раççейри улттăмĕш культура форумĕ иртрĕ.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинчи халăхсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçлерĕ. Чăваш Енре пурăнакан 128 халăх представителĕпе 8 этника ушкăнĕшĕн çакă — чăннипех истори пĕлтерĕшлĕ пулăм: Аслă Пухăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтăва — ЧР Халăхсен ассамблейине йĕркелессине — шута илсен, пушшех.

Аслă Пухура — вун-вун халăх çынни

Съезда ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков уçрĕ.

Форум ĕçне делегатсемпе чĕннĕ хăнасемсĕр пуçне республика ертÿлĕхĕ те хутшăнчĕ. Съезд президиумĕнче — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Раççей Халăхĕсен ассамблейин Канашĕн председателĕ Светлана Смирнова, Шупашкар — Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, республикăри тутар наци культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов, РФ Общество палатин членĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Чĕрĕ планета» экологи юхăмĕн председателĕ Николай Дроздов, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, мордва культура центрĕн председателĕ Владимир Седойкин, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи çармăс наци культура автономийĕн председателĕ Наталья Романова, вырăс культура центрĕн председателĕн çумĕ Вероника Исаева.

Съездăн ĕç органĕсене /секретариат, шутлав тата редакци комиссийĕсем/ суйланă, кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева сăмах пачĕç.

Çынсем — чи пысăк пуянлăх

Михаил Игнатьев Чăваш Ен хутлăхĕнчи халăхсем ĕмĕртенпех туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине палăртрĕ. «Пирĕн тĕлĕнмелле культура, ытти халăхăн ырă енĕсемпе пуянланнăскер, ырăлăхпа, ăнтăлупа, кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсене хисеплессипе палăрса тăрать, — терĕ Михаил Васильевич. — Паян республикăра — 128 халăх представителĕ, 8 этника ушкăнĕ тата 14 конфесси. Несĕлсен культура еткерлĕхне типтерлĕ упратпăр, ăруран ăрăва парса пыратпăр.

 

Юлашки çĕр çулта Раççейĕн чи япăх аталаннă кĕтесĕнчен пысăк утăмсемпе малалла ăнтăлакан республика пулса тăчĕ. Кăçал вăл инвестици явăçтарас тĕлĕшпе Раççейри 85 субъект хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленчĕ. Мĕн калама пулать-ха çакăнпа? Ĕç климачĕ лайăхланни, бизнес аталанăвĕ валли условисем пулни, çĕнĕ производствосем хута кайни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пурри çинчен. Республика çыннисем — чи пысăк пуянлăх. Пирĕн пĕршухăшлăх, пĕртĕллевлĕх — ре-гионти килĕшÿлĕхĕн малашнехи тĕревĕ. Эпир пĕрле нумай ĕç пурнăçлама пултаратпăр, пĕрлĕхре — вăй».

Раççей Халăхĕсен ассамблейин Канашĕн председателĕ Светлана Смирнова шухăшĕпе, халăхсен Аслă Пухăвĕ — пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв. Светлана Константиновна халăхсен пуçарăвне ырласа республикăра съезд ирттерме майсем туса панăшăн Михаил Игнатьева тав турĕ. «Çак пулăма 18 çул кĕтнĕ эпир /Раççей Халăхĕсен ассамблейи 1998 çулта йĕркеленнĕ. — Авт./. Çитес çул черетлĕ съезд пулĕ, унта сирĕн республикăн делегацийĕ хутшăнасса та шанатăп, — терĕ Мускавран килнĕ хăна. — Ассоциацин аталану стратегийĕнче тĕп тĕллевсен шутне нацисемпе этни-ка хушшинчи çыхăнусене вăйлатас ыйтусене кĕртрĕмĕр. Енчен те 90-мĕш çулсенче наци культурисемпе чĕлхисене упраса хăварасси, аталантарасси тĕп вырăнта тăнă тăк, халĕ вĕсем çумне Раççейри халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетес, пĕр-пĕрин ăс-хакăл пуянлăхĕпе туллин усă курас ыйтусем тăчĕç. Çитес вăхăтрах — авăнăн 23-мĕшĕнче — Халăхсен 17-мĕш конгресĕ иртĕ. Кăçал ăна Кино çулталăкне халалланă. Грантсемпе ĕçлесси — тĕп вырăнта. Кăçал та Раççей Президенчĕн грантне тивĕçрĕмĕр. Çакă пире регионсене методика пулăшăвĕ пама майсем туса парать. Ассамблея çумĕнче тĕнсемпе ĕçлекен комитет та пур. Унăн председателĕсенчен пĕри — паян сирĕн съезд ĕçне хутшăнакан Альбир Крганов».

Раççей Общество палатин членĕ Николай Дроздов шухăшĕпе, Чăваш Ен халăхсен туслăхĕпе, вĕсен хушшинчи тăнăçлăхĕпе Раççей регионĕсемшĕн — ырă тĕслĕх. «Çакăн пек сĕнÿ пур: чÿк уй-ăхĕн 4-мĕшĕнче — Халăх пĕрлĕх кунĕнче — Общество палатинче Раççей халăхĕсен культурин фестивальне ирттересчĕ. Унта сирĕн республикăран Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне курас кăмăл пур, — терĕ Николай Николаевич.

Варнава митрополит, Альбир Крганов муфти ĕненÿ халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç. Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕн Ирек Шарипов сăмахне итленĕ май вĕсемшĕн питĕ савăнтăм. Акă камран вĕренмелле, тĕслĕх илмелле. Вĕсен Туслăх çурчĕн республика пĕлтерĕшлĕ темиçе программи Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ.

Çĕр тенкĕ пуличчен...

Чăваш Ен халăхĕсен съездне мĕнле хатĕрленни пирки ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев доклад турĕ.

26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен съезда 400 делегат суйланă, 198 делегата — наци культура пĕрлĕхĕсенчен. Хальхи вăхăтра республикăра 34 пĕрлĕх, вĕсенчен 24-не регистрациленĕ. Унсăр пуçне вĕренÿ заведенийĕсенчен тата 33 делегат суйланă.

«Чăваш Республикинчи этнокультура аталанăвĕ тата халăхсен хушшинчи хутшăнусем» темăпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Иван Бойко доклад турĕ. Хăйĕн сăмахне Иван Иванович социологи тĕпчевĕсен никĕсĕ çинче йĕркелерĕ. Тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ: Чăваш Енре кăтартусем ку енĕпе кăмăла пăсмаççĕ, вун-вун халăх представителĕсем хăйсене тăван килĕнчи пек туяççĕ. Çапах та, докладчик шухăшĕпе, çивĕч ыйтусем те çук мар-ха. Мĕнпе çыхăннă- ха вĕсем? Пирĕн çынсем мигрантсен тĕлĕшĕпе питĕ асăрхануллă иккен. Ыйтăма хутшăннисен 50% Чăваш Ене мигрантсем кирлĕ мар тенĕ. Вĕсем ĕç вырăнĕсене чакараççĕ имĕш. Тĕрĕссипе, мигрантсем ĕç ресурсĕн 1,5% çеç йышăнаççĕ. «Эсир хăвăра хăш наци çынни тесе шутлатăр?» ыйтăва ыйтăма хутшăннă чăвашсенчен 5-6% «эпĕ чăваш та, вырăс та» тенĕ, 16- 17% тăван чĕлхе тесе чăваш тата вырăс чĕлхисене йышăннă.

Докладсене сÿтсе явма чылайăн хутшăнчĕç: Николай Угаслов, Ферит Гибатдинов, Вероника Исаева, ыттисем.

Пĕтĕм Раççейри Азербайджан конгресĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ Алекбер Табриз Гурбан оглы, казак культура центрĕн атаманĕ Валерий Бобков, туркмен общинин председателĕ Какабай Гуртмуратов, Чăваш наци конгресĕн комитет ертÿçи Елена Краснова, Раççейри Эрменсен канашĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Акоп Погосян, вырăс культура центрĕн правлени членĕ Елена Раздьяконова, Çĕнĕ Шупашкарти çармăссен наци культура автономийĕн председателĕ Наталия Романова, нимĕç культура центрĕн ертÿçи Элона Румянцева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç.

Ассамблея — пур!

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — Чăваш Республикинчи Халăхсен ассамблейине йĕркелесси.

Мордва культура центрĕн председателĕ Владимир Седойкин сăмах илчĕ. «Республикăра Национальноçсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш пур. Вăл халăхсен вун-вун проблемине татса пама пулăшать, çапах та Халăхсен ассамблейине чăмăртасси — наци культура автономийĕсемпе обществисен тахçанхи ĕмĕчĕ, — терĕ Владимир Павлович. — Паянхи съезд шăпах Халăхсен ассамблейин учредителĕ пулма тивĕçлĕ. Манăн сĕнĕве ытти общество хастарĕсем ырласа йышăнасса шанатăп».

Çапла пулчĕ те. Вырăс культура центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн правлени членĕ Ольга Сергеева, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Çĕнĕ Шупашкарти çармăссен наци культура автономийĕн ертÿçи Наталия Романова, Шупашкарта пурăнакан тутарсен наци культура автономийĕн председателĕ Хайдяр Сафиуллин, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Миша Григорян, Чăваш Енри узбексен культура центрĕн ертÿçи Абдували Ергашев, ыттисем ЧР Халăхсен ассамблейине туса хурассине ырларĕç, делегатсем сасăласа çирĕплетрĕç. Вĕсем çавăн пекех Ассамблейăн Устав проектне йышăнчĕç, Канашне тата унăн председательне, ревизи комиссине суйларĕç.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев ЧР Халăхсен ассамблейин Канашĕн председателĕ пулма Лев Кураков кандидатурине сĕнчĕ. Залри делегатсем уншăн пĕр саслăн сасăларĕç.

Надежда СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
13 сентября 2016
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter