«Чăваш Ен паха опычĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче» - тесе каланă Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева

«Чăваш Ен паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче» - тесе каланă Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче. «Эпĕ мĕнпур кăмăлтан, чăваш çĕрĕ çинче ĕçлĕ çул çӳревре пултăм. Пĕрремĕш хут пуçласа ялти учительсен Съезд ĕçне хутшăнтăм. Чăннипех те, ялти учительсем питĕ активлă вĕсем, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Нимĕн пытармасăрах калатăп, мана Янăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул питĕ кăмăла кайрĕ. Хама кăсăклантаракан нумай ыйтусен хуравне кунта тупрăм», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна Министр.  «Янăшри шкул пысăк стандарта тивĕçет. Вĕренӳ учрежденийĕнче ачасене хушма пĕлӳ парассипе ĕçлени паха. Шăпăрлансене валли бассейн, кирлĕ пулсан, çемьесемпе те килсе хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ», - палăртнă вăл.  Кашни уйăхрах вĕрентекенсем уçă уроксем ирттереççĕ, чи кирли вара кашни – хăйне шанса панă ĕçе пĕтĕм чун-чĕререн пурнăçлани куçкĕретех пулнине каланă Ольга Васильева. «Палăртма кăмăллă, Чăваш Енри вĕренӳ пайĕ йăла-йĕркене çирĕп тытса пырать. Наци пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăна эпĕ, чăваш çĕрĕ çине çитсе килсенех, тӳрех асăрхарăм. Шкул тĕрлĕ литературăпа пуян. Ман шутпа, йăла-йĕрке тытса пыни, ытти ĕçсене пурнăçлама та пысăк витĕм кӳрет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикинчи вĕрентекенсен ячĕпе Министра Михаил Игнатьев чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă, Чăваш Ене килме вăхăт тупнăшăн ырланă. «Енчен те паян ял пур пулсан, Раççей те çирĕп пулĕ. Ку чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Общество аталанăвĕ – çирĕп пĕлӳре тытăнса тăрать.    Регионта вĕренӳ тытăмне çав тери пысăк тимлĕх уйăрнине, инфратытăм аталаннине каланă вăл.  Паян пурĕ республикăра 999 вĕренӳ учрежденийĕ, вĕсенче 200 пин çын ăс пухать. Нумай функциллĕ ятарлă вĕренӳ центрĕсем - саккăр. Михаил Игнатьев финанс енчен витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. «Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси тухăçлă пулса пырать. Малашне те, Эсир ертсе пыракан ушкăнпа ăнланса ĕçлессе шанатăп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Тĕплĕнрех



14 сентября 2016
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter