Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ ларăва пуçличчен, чи малтан авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ Комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов,  К.Г.Разумовский ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн Пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕн  председателĕ Валентина Иванова,  Раççей Паттăрĕ, космонавт, Раççей  шкул ачисен юхăмĕн ертӳçи Сергей Рязанцев тата ытти официаллă çынсем килнине тепĕр хут асăнса хăварнă.   Пурĕ Раççейри 62 регионтан 505 делегат килсе çитнине пĕлтернĕ.  Съезда пухăннисем ялсенче шкул тытăмне çĕнĕлле аталантарассине, вĕрентекенсене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пирки те канашланине пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева ялти шкулсене социаллă культура центрĕсем тесе каланине палăртнă.  Министр хăйĕн сăмахĕнче учительсен ĕç укçин база шайĕ 70 процентпа танлашмаллине уйрăммăн палăртнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Регионта сахал комплектлă шкулсене упраса хăварасси те кун йĕркинчех пулнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.    Çак кун Ольга Васильева Министр, Шупашкар районĕнчи Янăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта та пулса курнă. Вĕрентӳ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Республикăри паха опыт ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине çирĕплетсе каланă Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева.  2016 çулта Чăваш Республикине сахал мар ертӳçĕсем килнине асăннă Михаил Игнатьев.  Вĕсем: Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн лидерĕ Дмитрий Медведев,  РФ Правительствин Вице-премьерĕ Ольга Голодец, РФ ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова.  «Çакăн пек пысăк хăнасем пирĕн Чăваш Республикинче пулни - региона хисеп тунине, пирĕн ĕçсемпе вĕсем кăмăллине çирĕплетет», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Апла пулсан, Раççей Правительствипе Чăваш Республикин Правительстви пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Кун йĕркинчи тепĕр актуаллă ыйту – хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе пыни.  Ку енĕпе Правительство ертӳлĕхĕ ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытать.  Хутса сĕрмелли запас хатĕрĕсене республикăри ЖКХсем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Яланхи кирлĕ чухнехинчен те ытларах, уйрăмах çак муниципалитетсенче: Йĕпреçре, Каçал енче, Хĕрлĕ Чутайра, Муркашра, Етĕрнере, Ельчĕкре, Тăвайра лару-тăру лайăх.

 Чăваш Енри Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх  министерствине, Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Вĕрентӳ министерствине, Культура министерствине, Федерацин ветеринари патшалăх службин Чăваш Енри  уйрăмне - Чăваш Республикин Финанс министерстви, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн уйăхсерен тивĕçтерекен пулăшăва куçарса панă пулнă, анчах та çак çӳлерех асăннă министерствăсем хăйсен тытăмĕнчи ĕçтешсене вăхăтра укçана парса тивĕçтерменнине пăшăрханса пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    «Эпĕ, сире авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен пулăшăва пĕтĕмпех куçарса пама ыйтнăччĕ.  Эсир вара, йĕрке пăсни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Çакна  çирĕп тĕрĕслеве илме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Моторина тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçине  Юрий Васильева комисси йĕркелесе ĕçе çивĕчлетме хушнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – Чăваш Республикин финанс министрне Светлана Енилинăна уйрăмах ыйтăва тĕрĕслевре тытма каланă. Ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне пухăннисем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те пăхса тухнă. Калăпăр, сусăр çынсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех, инфратытăмри объектсене кĕме условийĕсем пулмалли пирки калакан саккун проектне ырланă. Çитес 2017 çулта федерацин Çул-йĕр фондĕнчен 618,5 млрд куçасси паллă.  Вĕсенчен 8,3 млрд патшалăх программипе килĕшӳллĕн, ялсенчи çулсене сарма уйăрĕç.  Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрне Михаил Резникова тата Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме, çулсем сарма  сметăпа проект ĕç хучĕсене вăхăтра хатĕрлесе çитерессипе тимлĕн пулма хушнă.   Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки асăннă службăн ертӳçи Наталья Тимофеева тĕплĕн отчет тунă.    Çĕрсемпе усă курнăшăн аренда парăмĕсем хăш-пĕр муниципалитетсенче чылайланса кайни сисĕнет.  Ку енĕпе Михаил Игнатьев çирĕп ĕçлемеллине, муниципалитет пурлăхĕшĕн пурин те яваплăха çухатма юраманнине асăрхаттарнă. Тепĕр ыйту – ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрпе пĕлсе тĕрĕс усă курманни. «Енчен те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан, саккунпа килĕшӳллĕн явап тытмалла. Ку енĕпе суд практики те пур. Федераци саккунĕ çирĕпленсех пырать.  Пирĕн пĕр тĕллев – саккуна пăхăнса ĕçлесси», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

.



14 сентября 2016
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter