Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева, Шупашкар районĕнчи Янăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула çитсе килнĕ

Оригинал.   Чи малтан сумлă хăнасем ача садне кĕрсе тухнă, унтан вулавăш центрĕнче пулнă, тĕрлĕ пӳлĕмсемпе паллашнă, спорт залне хак панă, бассейн ĕçĕпе кăсăкланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулта ачасене пĕлӳ пухма мĕнпур условисем çителĕклине, сывлăха çирĕплетме те питĕ меллĕ тесе палăртнă. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева вĕрентӳ пайĕн ятарлă хатĕрĕсемпе паллашнă, методика пирки ыйтса пĕлнĕ. Пĕр килнĕ пек чухне, Ольга Васильева кунта тăрăшакан учительсемпе, шкул ачисемпе курса калаçнă. «Çав тери паха – ачасем уроксем хыççăн, хăйсен ăсталăхне туптама тĕрлĕ кружоксене çӳрени. Професси «вăрттăнлăхĕсене» курса çитĕнеççĕ», - тенĕ вăл. Вулавăш центр ĕçне пысăка хакланă. Кунта пĕтĕмпех информацийĕн çĕнĕ технологийĕ вăй илсе пынине асăннă.  Вулавăшра ачасен пĕлĕвне, тавракурăмне ӳстерме тĕрлĕ литературăсем пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Кун пек пуян литературăпа, ăслă ачасемпе  шкулăн  пуласлăхĕ çав тери пысăк», - тесе хакланă Министр.  Çак кун шăпăрлансем хăнасене хăйсен аллисемпе ăсталанă хатĕрсемпе паллаштарнă. Пысăк ертӳçĕсем ачасене ырланă, малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Хыççăн, Ольга Васильева шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Министр вĕсенчен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки каласа пама ыйтнă. «Пĕрлехи методика пулсан аван», - тенĕ вĕрентекенсем. Хушма пĕлӳ паракансен шалу укçине кăштах та пулин ӳстерме, 11 классра вĕренекенсене литературăпа сăмах вĕççĕн экзамен тытма, пĕчĕк ачасене ĕçе юратма пулăшакан пособисем хатĕрлеме май пуррипе çуккине  ыйтса пĕлнĕ ертӳçĕсенчен. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Ольга Васильева ялта шкулта ĕçлекенсене, хăйсен тивĕçне таса чунпа пĕтĕм кăмăлтан пурнăçласа пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.        

Министр образования и науки Российской Федерации Ольга Васильева посетила Янышскую среднюю общеобразовательную школу


Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Васильева, Шупашкар районĕнчи Янăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула çитсе килнĕ



14 сентября 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter