Хутса ăшăтмалли тапхăра кăçал вăхăтра тытăнасси паллă, нимĕнле чăрмав та çук. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ

Хутса ăшăтмалли тапхăра кăçал вăхăтра тытăнасси паллă, нимĕнле чăрмав та çук. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ.   Юлашки ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕмпе регионта энергетика пайĕ хĕллене 99 процент хатĕр, коммуналлă хуçалăх – 97 процент. Графикран юлса ĕçлекен муниципалитетсем пур-ха. Вĕсем: Улатăр, Вăрнар, Красноармейски, Шупашкар районĕсем тата Çĕмĕрле хули. Нумай хваттерлĕ çуртсене (малаллинче - НХÇ) хутса ăшăтма 96 процента яхăн ирĕк илнĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене 92 процента çити хатĕрлесе çитернĕ. Палăртма кăмăллă, нумай хваттерлĕ çуртсене (малаллинче - НХÇ) 98 процент чухлĕ тĕпрен юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ.      Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  строительство министрĕ Олег Марков  кашни министерствăна асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче çынсене вăхăтра ăшăпа тивĕçтермеллине асăрхаттарнă.  Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсем пирки те чарăнса тăнă Олег Марков.  Калăпăр, Канашра, Сюктерпа Атлаш поселокĕсенче котельнăйсем йĕркерен тухнине кура, çĕнĕрен хута ярас ĕç пырать.  Объектсене юпа уйăхĕнче пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă.  «Çак асăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илмелле. Республикăри, вырăнти влаçри çынсен пĕр-пĕринпе шайлашуллă ĕçлесе пымалла», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. НХÇ харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли системăна куçарас ĕç хĕрӳ пырать.  Кăçал Куславккара, Пăрачкавра, Çĕрпӳре, Шăмăршăра уйрăмах курăмлă ĕçленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă. «Хăй вăхăтĕнче, Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев пулнă. Халĕ вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи. Вăл ĕçленĕ чухне, муниципалитетра нумай хваттерлĕ çуртсене (малаллинче - НХÇ) пурне те харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли система çине куçарнă. Ку вара чи пахи. Ертӳçĕ тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Çак ырă тĕслĕхе ытти районсемпе хуласен те тĕпе хурса ĕçлемелле. Кун пирки пурне те пĕлтермелле, тăкакĕ те ик-виçĕ çул хушшинче саплашăннă», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Канашлура Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Виктор Кочетков доклад тунă.   Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков Шупашкарти çĕнĕ маунтибайк объекчĕ пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтусене çак эрне кун валли пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



14 сентября 2016
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter