Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари хăш-пĕр объектсене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари хăш-пĕр объектсене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă. Шупашкарти Маршакпа Çамрăксен  урамĕсенче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернине пăхса çаврăннă. Çула май, пĕр тухнă пек чухне, 4№-лĕ лицейра пулнă, унти юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çӳренĕ. Ертӳçĕсем халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.  Маршак урамĕнче 14/1№-лĕ çуртра пурăнакансем, çуртăн çивĕттине 1965 çултанпах пĕрре те тĕпрен юсаманнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Халĕ вара, патшалăх программипе килĕшӳллĕн, подъездсенче пĕтĕмпех тирпейленине пĕлтернĕ. Çуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуçаланнине пуçлăхсем курса ĕненнĕ. Асăннă çуртра пурăнакан Тамара Шохина пенсионер хăйĕн сăмахĕнче, республикăра влаçра ĕçлекенсене, тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме ирĕк паракан патшалăх программи пурришĕн савăнса тав сăмахĕсем каланă. Юсав ĕçне строительсем яваплăха туйса паха пурнăçланине палăртнă. «Эпир пурте çак ĕçсемпе кăмăллă», - тенĕ вăл.     Пĕтĕмпе программăпа килĕшӳллĕн, 2014-2043-мĕш çулсенче Шупашкарти 1910 çурта тĕпрен юсав ĕçне ирттерме тĕллев лартнă.  2014-2015-мĕш çулсенче хулари 86 çурта   тирпейлесе пĕтерме те ĕлкĕрнĕ, пĕтĕмпе 153,3 млн тăкакланă.  Кăçал 145 çурта юсанă, 338,6 млн тăкакланă. Тепĕр çур çуллăхра тата та 67 çурта тĕпрен юсав ĕçне ирттерме палăртса хунă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство ĕçне пысăка хакланă. Уйрăм кăлтăксем пирки вырăнтах асăрхаттарнă. Çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Паян пурне те чăрмантараканни – «фунфурик». Çак усал шĕвеке «Дивизон» киоскра сутнă имĕш. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сутăçăсемпе тĕл пуласшăн пулнă, анчах кăлăхах, вĕсем çухалнă.  Лару-тăрăва уçăмлатма çирĕп асăрхаттарнă вырăнти влаçа.  Малалла Михаил Игнатьев 4№-лĕ лицейра пулнă. Кунта строительство ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех.  Ятарлă пӳлĕмсене пăхса тухнă, мĕн курнине пысăка хакланă.  Шкул çывăхĕнче автомашинăсене лартма ятарлă вырăн уйăрма сĕннĕ, унсăрăн машинăсен юхăмĕ пуçтарăнса кайма пултарасса асăрхаттарнă. Республика Ертӳçи, чӳк уйăхĕ пуçланиччен шкула пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме хушнă строительсене. Тĕплĕнрех



15 сентября 2016
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter