Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ районĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳреве Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева тухнă. Хăнасем муниципалитетра «ЭСТЕТ Группа Компани» ТМЯО ĕçĕпе паллашнă, таварсен пахалăхне курса ĕненнĕ.  Предприяти тĕрлĕ алăксем валли эрешсем хатĕрлет, хваттерсенче усă курăнакан илемлĕ таварсем ăсталаса кăларать. 

 Компанийĕн генеральнăй директорĕ Владимир Романов, юлашки тăватă çул хушшинче предприятине пĕтĕмпе 173 млн тенкĕлĕх инвестици хывнине пĕлтернĕ.  Палăртма кăмăллă, халĕ организацире пурĕ 400 яхăн çын ĕçлет. Пĕлтĕр çынсене валли тата та 80 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Вак тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, пĕлтĕр предприяти субсиди илсе хăш-пĕр тăкаксене саплаштарнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти пĕр тан тикĕс аталанса пынине палăртнă. Организацине халăх ĕçлеме республикăри çывăхри районсенчен тата Шупашкар хулинчен килни сисĕнет.  Ĕçлекенсем республика Пуçлăхĕнчен Çĕрпӳри аслă кĕперĕн строительство ĕçĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, объекта 2017-мĕш çулта вĕçлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Калăпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансем - предприятире ĕçлекенсем,  хăйсен тăрăхĕнчи çул-йĕр ыйтăвне хускатнă. Калаçăва пухăннисем ертӳçĕсене тĕрлĕ ыйтусем панă, çийĕнчех хуравĕсене те пĕлнĕ. «Сирĕн ĕçсем курăмлă, малашне те çитĕнӳсем тума тăрăшăр», - тенĕ республика Ертӳçи Михаил Игнатьев организацире тăрăшакансене.  

  Çак кун пысăк ертӳçĕсем районти тĕп больницăн ĕçĕпе те паллашнă, нумаях пулмасть кунта ача-пăча уйрăмне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă пулнă. Республика бюджетĕнчен пурĕ объекта çĕнетме 4,3 млн уйăрнă. Ятарлă пӳлĕмсем ашшĕ-амăшĕшсемшĕн те, ачисемшĕн те питĕ аван.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсемпе курса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. «Тавах, Сире çакăн пек пысăк ĕç пурнăçланăшăн. 60-мĕш çулсенче хута кайнă ача-пăча больницинче маларах условисем çав тери кăткăс пулнă. Халĕ вара, çĕнĕрен çĕкленнĕ медицина учрежденийĕ, пурне те савăнтарать. Ачасене валли çителĕклĕ услови пурри хавхалантарать», - тесе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Валентина Иванова.  Ачасене, Михаил Игнатьев, хăвăртрах сывалса тухма, сывлăхлă пулма чĕнсе каланă.  Сăмаха май, республика Ертӳçи тавралăхра тирпейсĕрлĕх хуçаланнине асăрханă. Больницăн уйрăм корпусĕсем умĕнче нормативпа  килĕшӳллĕн, кирлĕ пек условисем пулманнине пăшăрханса каланă.  Кун пирки сиплев учрежденийĕсен ертӳçисене пĕр хуччен çеç мар асăрхаттарнине палăртнă.  Регистратурăра та хăш-пĕр кăлтăксене асăрханă регион Ертӳçи. Журналсене йĕркене пăхăнса тирпейлĕн çырса пыманнине курнă.

Больницăн тĕп врачĕ Ольга Ермакова юлашки тăватă çул хушшинче учрежденине сахал мар укçа-тенкĕ патшалăх тăкакланине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  Малашне те сахал тупăшлисене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем пулассине каланă. Енчен те çамрăк хĕрарăмсем, 30 çула çитиччен икĕ ача çуратса ĕлкĕрнĕ пулсан, вĕсене валли  те уйрăм пулăшу тăвас пирки Раççей Ĕçлев  министерстви проектсем шухăшланине асăннă. «Чи пахи – сипленекенсем, тухтăрсем пирки ырă сăмахсем калани», - тенĕ Михаил Игнатьев.   «Республикăра сывлăх сыхлавне аталантарас тесе сахал мар ĕç пурнăçланă. Акă калăпăр, нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулчĕ,  Республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăнчĕ.  Ун хыççăнах тепĕр ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикине тĕнчипе паллă, тĕп онколог Михаил Давыдов та килсе çитрĕ», - тесе ырă хыпарсем пирки каласа кăтартнă Михаил Игнатьев.  Çĕрпӳ  халăхне малалла ăнтăлма,  районшăн пысăк çитĕнӳсем тума ырлăх-сывлăх суннă. Тĕплĕнрех



15 сентября 2016
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter