Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Электро» компанийĕн уçă спартакиадине хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Электро» компанийĕн уçă спартакиадине хутшăннă, пухăннă спортсменсене  саламланă. Мероприяти «Олимпийский» стадионра иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ненад Поповича спорт ăмăртăвĕсене йĕркеленĕшĕн тав тунă, спорт коллектива пĕрлештернине, пурне те лайăх кăмăл-туйăм парнеленине асăннă, предприятире ирттерекен спорт ăмăртăвĕ ĕçтешсене пĕр чăмăра пухма пулăшнине, ĕç тухăçлăхне ӳстернине  каланă.   Михаил Игнатьев, тӳрех коллективра ăнланулăх хуçаланнине, ĕçе хастар çынсем çӳренине курса ĕненнĕ.   Кунта тăрăшакансен пысăк тавракурăмлăхне кура, предприяти калăпласа кăларакан таварсене пирĕн Раççейри организацисем çеç мар усă кураççĕ, ытти ют çĕршывсем те хапăл тусах йышăнни сисĕнет. «АБС Электро» предприятийĕн президенчĕ Ненад Попович Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ Комитечĕн председателĕн çумне Алена Аршиновăна спартакиадăна уçнă çĕре хутшăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Эпĕ, Серби халăх партийĕн лидерĕ пулнă май, Серби Раççейе çав тери хисепленине пĕлтеретĕп», - тенĕ Ненад Попович.    Сăмаха май,  пирĕн регионта спорта аталантарса пырассипе пысăк ĕçсем пулса пынине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Чăваш Енре спорт тĕллевлĕн аталанать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спорт юхăмне вăйлатни куçкĕретех. Хулара Пăр керменĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Регионта спорт объекчĕсем кулленех хута каяççĕ», - тенĕ вăл. Спорта пухăннисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ Комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.  Ку хутĕнче старта 4 команда тухнă. Тĕплĕнрех



16 сентября 2016
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter