Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта пулнă

 Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта пулнă, ĕç коллективĕпе курса калаçнă. Кун йĕркинчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем – социаллă объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси, 2017 çулхи пенси индексацийĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйласси.   Çак ыйтусем кашни çынăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Эпир çынсене тĕрĕс хыпар илсе çитерес тĕллевпе,  тăтăшах халăхпа тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Кун пек ĕçлени ыйтусене  вăхăтра кирлĕ пек татса пама та пулăшать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Сăмаха май, çак кунсенче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх Министрĕ Ольга Васильева килсе кайнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Вĕрентӳ пайĕн инфратытăмне çĕнетес тесе, республикăра сахал мар ĕç пурнăçланине асăннă регион Ертӳçи. Ялсенче спорт уйрăмĕсене пĕтĕмпех тĕпрен юсанă, пĕр сăмахпа каласан, шкулсенче хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтарни куçкĕретех пулнине палăртнă. Пултаруллă, ăста вĕрентекенсене валли ятарлă патшалăх пулăшăвĕсем пурри пирки те сăмах пуçарнă.  Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, шкула çĕнетсе улăштарма пĕтĕмпе тĕрлĕ бюджетран пиллĕк çул хушшинче 108 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ, вĕрентӳ учрежденийĕн пурлăхпа техника пайĕ аванах пуянланнине асăннă. Хутса ăшăтмалли тапхăра муниципалитет хатĕр пулнине те каласа хăварнă, тĕрлĕ ресурссем умĕнче парăмсен çуккине пĕлтернĕ. Уй-хирте ĕç вĕçленнĕпе пĕрех, çĕрулмине пухса кĕртесси кăна юлнă.  Кĕрхи культурăна акнă, çĕрсем тирпейлĕ. Калăпăр, «Путь Ильича», хуçалăх 500 пуç выльăх-чĕрлĕх тытмаллăх ферма хута ярассишĕн тăрăшать, патшалăх пулăшăвне туллин илнĕ.   Енчен те производство ĕçлесе кайсан, халăх валли пысăк технологиллĕ 200 ĕç вырăнĕ пуласси те паллă. «Ял хуçалăхĕ, промышленноç курăмлă аталанать, бюджет тулать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентекен Алина Паладьева хăйĕн сăмахĕнче, республика Пуçлăхне вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тунă.  2015 çулта  Муркаш шкулĕ, Раççейри чи лайăх 200 ялти шкул шутне кĕнĕ. Кăçал вара, Чăваш Енри 90 топ шутĕнче тăрать. «Çитĕнĕве чакарма юрамасть, малашне те вĕренӳ пайне аталантарма кирлĕ пек вăй хума тăрăшăпăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй калаçăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.      



16 сентября 2016
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter