Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикинчи Пĕрлехи суйлавăн малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, кун пирки Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков каласа кăтартнă. Пĕрлехи суйлав кунĕнче халăх йышлăн  сасăлама кайнине, кăтарту 62 процент пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ, çакă Раççейри вăтам кăтартуран пысăк пулнине асăннă.  Александр Цветков суйлав комиссийĕн участокĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине палăртнă.  «Пĕрлĕхлĕ Раççей»  партийĕшĕн  çынсем 52-53 процент сасăланă, КПРФ, ЛДПР тата «Справедливая Россия» партисемшĕн 10 процентран пуçласа 15 процента çити пулнине пĕлтернĕ.  Пысăк ĕçе тивĕçлĕ, таса ирттерме витĕм кӳнĕшĕн пурне те – право хуралĕнче тăрăшакансене, обществăлла организацисене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене тав тунă.  Суйлавра сăнав çирĕп пулнине, çак ĕçе пурĕ 6 пин çын хутшăнма кăмăл тунине, вăл шутран иккĕшĕ ОБСЕрен пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче çынсен правине хӳтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй органпа  Чăваш Республикинчи Общество палати хастар хутшăннине каланă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Республикинче сасăлав питĕ уçăмлăн, нимĕнле кăлтăксемсĕр, саккунпа килĕшӳллĕн иртнине каланă. Халăх Раççей Президентне Владимир Путина, хальхи влаçра тăрăшакансене ĕненнине, вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паян Чăваш Республикин культура министрĕ пулма Константин Яковлева уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Вăл влаç органĕн командине кĕнине, малашне те ăна тухăçлă ĕçлесе пыма, регионăн ырлăхĕшĕн тăрăшма сĕннĕ.  Сăмаха май, республикăра Халăхсен съезчĕ кирлĕ пек пысăк шайра иртсе кайнине асăннă.  Чăваш Енре пурăнакансен Ассамблейи пулассине те палăртса хăварнă.   Съезда хутшăннисен сĕнĕвне тĕпе хума ыйтнă Михаил Игнатьев. Республикăри промышленноç пайĕн малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă.   2016 çулхи кăрлач – çурла уйăхĕсенче промышленноç пайĕн индексĕ 112,8 процентпа танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа, çĕнĕ производствăсем хута кайнине кура, халăх валли 400 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Лайăх кăтарту - çулталăк тĕршшĕпех  пуласси те куçкĕретех. 

 Регионăн республика бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа хăварнă, авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 30348,6 млн пулнине, 103,4 процентпа танлашнине палăртнă. Иртнĕ эрнере пулнă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тивĕçтермелли субсидисем пирки çирĕп калаçу пулнăччĕ, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем вăхăтра пулăшăва илменнине асăрхаттарнă. Тĕрĕслев пулнă хыççăн, лару-тăру уçăмланнине пĕлтернĕ  паян ятарлă ертӳçĕсем.

  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра уй-хир ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленнине каланă. Пурĕ регионта 637,6 пин тонна тĕш тырă аласа кĕртнĕ, (2015 çулта – 561,5 пин тонна).  Вăтамран пĕр гектартан 22,4 центнер тухнă.  Çĕр улмине 3,5 пин гектартан 64,7 пин тонна тухăçа пухса кĕртнĕ.  Паянхи куна республикăра пурĕ кĕрхи культурăна 93,7 пин гектар çинче акса хăварнă. Патшалăх пурлăх комитечĕ Арбитраж сучĕ урлă, ял хуçалăх валли уйăрнă 1092 га лаптăкпа тĕллевлĕн усă курманшăн, предпринимательсенчен пурлăха каялла тавăрнă, малашне вĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртмеллине каланă Михаил Игнатьев.



19 сентября 2016
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter