Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă

 Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă.  Унта ертӳçĕсем хулари ял хуçалăх пасарĕпе тата «Локомотив» стадионăн ĕç-хĕлĕсемпе паллашнă. Пасарта республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх таварне сутакансемпе курса калаçнă. Сăмаха май, хула çыннисем экологи енчен паха çимĕçсене туянма пултарнине палăртнă.  Хушма хуçалăхра туса илекен ытлашши тавара пасара илсе тухса сутма çителĕклĕ таран условисем йĕркелесе панăшăн ырласа, республика ертӳлĕхне тав тунă.  Çынсем сĕт хакĕ пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ялсенче халăхран пуçтарăнакан сĕтĕн хакĕ 15 тенкĕрен кая пулмалла маррине асăрхаттарнă.  Регион Ертӳçи муниципалитет ертӳлĕхне,  пасар хуçисене тавралăхра тирпейлĕх хуçаланманнишĕн çирĕп асăрхаттарнă.

 Организацийĕн генеральнăй директорĕ Евгений Никитин хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул, предприяти таварсем сутма ирĕк паракан çĕнĕ павильон хăпартса лартнине пĕлтернĕ. Çулсерен «Кĕр мăнтăрĕ» ятарлă ярмарккасем иртнине палăртнă.  Ватă çынсене тӳлевсăр киле çити таварсене илсе çитерсе панине, тата тепĕр пысăк пулăшу – нумай ачаллă çемьесене, тĕрлĕ категорири ветерансене ятарлă вырăнсемпе тӳлевсĕрех тивĕçтернине каланă.  Çак ĕçсене Михаил Игнатьев курса ĕненнĕ.   «Локомотив» стадионра строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама пĕтĕмпе 20 млн тăкакланă.  Кăçал футбол уйĕ хута кайĕ. 2017-2018 çулсенче юсав ĕçĕсем валли тата та 40 млн тенкĕ куçарасси те паллă. «Палăртнă объект социаллă пĕлтерĕшлĕ, ăна вăхăтра графикпа килĕшӳллĕн вĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Физкультурăпа спорт комплексĕн куллен ирхине 7 сехетрен пуçласа  каçхи 10 сехет таран ĕçлемеллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Кунта халăхăн ĕç хыççăн хăйсен сывлăхне çирĕплетме çӳремелле.

Ертӳçĕсем Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пулнă. Организаци хăйсен çитĕнĕвĕсем пирки пуçтарăннă хăнасене тĕплĕн каласа кăтартнă.  Техникумăн директорĕ Ильсур Назмутдинов хăйĕн сăмахĕнче, вĕрентӳ учрежденийĕнче 600 ача пĕлӳ пухнине пĕлтернĕ.  Çулсерен 7 пин çын хăйсен пĕлĕвне ӳстернине каланă. Пĕрремĕш курсра вĕренекен Вячеслав Архипов Комире пĕрремĕш пĕлӳ илнĕ, халĕ кунта ăс пухать. «Условисем тĕлĕнмелле лайăх.  Пурăнма та аван. Спорта çӳреме те меллĕ. Чи пахи вара – вĕренсе тухсан, ĕçе вырнаçма та лайăх», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне.   Михаил Игнатьев студентсене малашне те пысăк çитĕнӳсем тума вăй-хал суннă. Пĕлӳ илсен, хăйсене кăмăла каякан ĕçе вырнаçма каланă.  Çак кун техникумра Чăваш Республикин социаллă тăнăçлăха аталантарса пырассипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Монохула Канаша аталантармалли проектăн презентацине хакланă.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, нумаях пулмасть Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн вĕрентӳпе ăслăлăх наука Министрĕ Ольга Васильева пулнине пĕлтернĕ. Пысăк хăна ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезд ĕçне хутшăннине каланă. Министр регионти вĕренӳ пайне çав тери пысăка хакланине, çĕршыври ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнине пĕлтернĕ.   

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Раççейри Вĕрентӳ министерствишĕн Чăваш ЕНри вĕренӳ  тытăмĕ чăн-чăн тĕп пай пулса тăнине каланă. Пилотлă проектсене хутшăнса тăтăшах çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине те пĕлтернĕ.  Нумай чухне республика ертӳлĕхĕ федераци енчен пулăшăва кĕтсе ларманнине, харпăр хăй укçи-тенкипех тĕрлĕ объектсен ĕçне пуçланине, проектсене пурнăçа кĕртсе пынине асăннă. Ак калăпăр, Чăваш Республкинче ача сачĕсем кулленех хута кайнă, юлашки çулсенче пурĕ республикăра çĕнĕ 9 шкул çĕкленсе ларнă.   Активлă ĕçлесе пынине Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерстви те асăрхани куçкĕретех, федераци енчен куçакан пулăшу та çакнах çирĕплетсе парать тесе каланă Алена Аршинова.

 Нумаях пулмасть, Раççей Федерацийĕн Правительствинче Раççей Федерацийĕн Правительствин Аппарачĕн Ертӳçин пĕрремĕш Заместителĕ Максим Акимов ертсе пынипе Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта инфратытăм валли укçа уйăрассине ырланă. Çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме — 739 миллион тенкĕ ытла уйăрнине каланă, 7 миллиард ытла тенкĕлĕх 15 инвестици проектне пурнăçлама укçа уйăрнине асăннă. Бизнес-проектсене пурнăçлани монопрофильлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 1500-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн йышăнăвĕ пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев программăна хатĕрлеме хутшăннисене пурне те тав тунă. Чăваш Республикинче икĕ хула – Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.  Çак пулăшусене кура, икĕ муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çирĕп аталанса пыни куçкĕретех.  Çĕнĕ Шупашкарта пурĕ çĕнĕрен 7 производство хута кайнă, халăх валли 5 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, Улатăрта 2 пине яхăн пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе тăратнă. Улатăрта ĕçсĕррисен хисепĕ  3 процента çити чакнă. «Пĕрле пурăнса пĕрле ĕçлемелле» халăх программинче республика Правительстви çирĕп тĕллевсем лартнă.  2020 çул тĕлне 250 млрд  кая мар инвестици явăçтармалла,  çулсерен çĕнĕ 5 производство хута ямалла. Ытти хуласене тухăçлă ĕçлеме, федераци программине хутшăнса патшалăх пулăшăвне тивĕçме  сĕннĕ.

 Канаш хулин аталанăвĕ валли йышăннă проект пирки тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин доклад тунă.    Хулара «КиПиАй Агро» ТМЯО тыр-пула тирпейлесе кăларассипе ĕçлесшĕн.  Комплексăн ĕçне пурĕ 6,7 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă, халăх валли пысăк технологиллĕ 450 ĕç вырăнĕ пулĕ.  Биотехнологи кластерĕн таварне медицинăра, апат-çимĕçре тата ытти пайра анлăн усă курăнасси паллă.  Канашра индустри паркĕ пуласси те куçкĕретех. Инвестици проектне пĕтĕмпе Канашра 1,7 млрд тенкĕ хывма тĕллев лартнă.  Çĕнĕ производствăсем хута каясси те паллă.  «КиПиАй Агро» директорсен Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн советникĕ Роман Караулов предприятийĕн строительство ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Халлĕхе предприяти 10 пин га çĕре тирпейлесе тытса тăнине асăннă, кăтартăва пуласлăхра 40 пин га çитерме палăртнă.  Мини элеватор хута ярасшăн, çулталăкне 60 пин тонна тырăна тирпейлеме тĕллев лартнă.

  Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов инженери инфратытăмĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Муниципалитетри ирттернĕ ĕçсем çинчен кĕскен каласа хăварнă, çул-йĕр сарнине, çĕнĕ шкул хута яма палăртнине пĕлтернĕ. «Хулара çамрăксене çӳремелли парка илемлетсе хута ярсан та питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Пĕрле эпир, пĕтĕмпех çак ĕçсене пурнăçласса шанатăп», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   «АвтоСпецТехника – Канаш» предприяти техника валли прицеп калăпласа кăларма пултаракан завод хута ярасшăн.  Çак проекта пурнăçа кĕртме 300 млн тенкĕ палăртнă.  Хальхи вăхăтра предприятинче пĕтĕмпе 50 çын тăрăшать.  Ларăвăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулине аталантарассипе кирлĕ пек йышăну тунисене тав тунă, халăхсен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма йышăннă пур проектсене те пурнăçа ăнăçлăн кĕртсе пыма каланă. Тĕплĕнрех

        

 



19 сентября 2016
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter