Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

 


Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Республика Пуçлăхĕ хулара Шупашкарти çурт тăвакан комбинатăн ĕçĕпе паллашнă, предприяти калăпласа кăларакан таварсемпе кăсăкланнă, вĕсен пахалăхне курса ĕненнĕ. Организацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Краснов паянхи куна предприятире пурĕ 200 çын ытла вăй хунине каланă,  вĕсен вăтамран шалу укçийĕ уйăхне 27 пин тенкĕ ларнине пĕлтернĕ. 2017-мĕш çул тĕлне çулталăкне предприяти 140 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр валли строительство хатĕрĕсем калăплама тĕллев лартать, ун чухне çынсем валли ĕçлеме 700 вырăн хатĕрленесси те паллă пулĕ. Республика Пуçлăхĕ предприяти ĕçченĕсемпе курса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Халăх ытларах çурт-йĕр, çул-йĕр, çуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхсем пирки кăсăкланнă.  Медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕ те кун йĕркинчех пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика хыснинчен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама Çĕнĕ Шупашкар хулине сахал мар пулăшу уйăрнине каланă. «Çĕнĕ Шупашкарта инвестициллĕ паха проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Паллах, çаксем çамрăксем валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хулара промышленноç предприятийĕсем ăнăçлă ĕçленине кура, муниципалитетăн бюджечĕ те аванах тулса пырать.   Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Александр Краснов хăйĕн сăмахĕнче, хулара бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ.  Шăпах та çак ырă условисем пулнине кура,  вăл Çĕнĕ Шупашкарта предприяти уçнă.  Ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене яланхиллех патшалăх наградисене парса чысланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти тури Аăлçи  çыран хĕрринчи  тирпейлĕхпе те кăсăкланнă. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко асăннă вырăнта 1600 метр чухлĕ çынсене утма тротуар сарма хатĕрленнине пĕлтернĕ, тавралăхра халăха ларса канмалли ятарлă вырăнсем те тума палăртнине каланă. Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев велосипедпа ярăнмалли çул сарма сĕннĕ. Çак кун Михаил Игнатьев МИХсенче тăрăшакансемпе - журналистсемпе «çавра сĕтел» мелĕпе уçă калаçура хутшăннă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.   Паян хула ертӳлĕхĕпе Олег Матвеевпа тата Игорь Калиниченкопа  та ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Игорь Калиниченко хăйĕн сăмахĕнче управляющий компанисен тата халăхăн «Т Плюс» ПАО умĕнче, ăшăпа тивĕçтернĕшĕн, сахал мар парăм пухăнса кайнине, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 438 млн танлашнине пĕлтернĕ.  Ытларах çак предприятийĕсен парăмĕсем пур: «УК в ЖКХ»МУП, «УК ЖКХ» ТМЯО, «УК Новэк» ТМЯО.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула ертӳлĕхне çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме хушнă, çак асăннă ыйтăва пĕрремĕш хут мар çĕкленине палăртнă. Кун пек йĕркесĕрлĕхсем малалла пулма юраманнине çирĕп каланă.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă ĕçе хутшăннă, малашлăх валли палăртнă тĕллевсене тишкернĕ. Канашлу ĕçне пуçличчен чи малтан, Михаил Игнатьев бюджет политики пирки чарăнса тăнă. Виçĕ çуллăха йышăнакан бюджетра халăхăн, депутатсен сĕнĕвĕсене шута илсе тăкак пайне пăхса хăварма йышăннине пĕлтернĕ вăл.  Экономикăн кăткăс тапхăрĕнче, ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ 1012-2014 мĕш çулхисемпе танлаштарсан сахалланнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Суту-илӳре хаксем хăпарнă, ЖКХ тарифĕсем те ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăçал сахал тупăшлисене витĕм кӳме республика хыснинче пĕтĕмпе 7,2 млрд уйăрнă. «Халăх валли йышăннă пур субсидисене те çынсем вăхăтра илсе пыраççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, энергоресурссемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсем пирки чарăнса тăнă. Ку ыйтăва вырăнти ертӳлĕх уçăмлатассине каланă республика Пуçлăхĕ.   «Халăхăн ăшăпа вăхăтра усă курмалла – ку чи кирли», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Çулталăкăн çур çулти ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе тата пуласлăх валли лартнă тĕллевсемпе муниципалитетăн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко тĕплĕн доклад тунă. Хулара çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ ӳснĕ, суту-илӳ пайĕ вăй илсе пырать, промышленноç «ураланать», çурт-йĕр хута ярассин кăтартăвĕ те ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2014 çултан пуçласа çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ 15 процент ӳснĕ. Промышленноç производствин индексĕ 23,5 процента çити хăпарнă. 2016 çулта хулара Шупашкарти çурт-йĕр комбиначĕ хута кайнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче çак завод виççĕмĕш шутланать, Çар-промышленноç банкĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, малашнехи тапхăра валли те пысăк тĕллевсем лартнă. Сантехника хатĕрĕсене калăплакан завод «СК Керамика» кăçал хута каясси те паллă.  Енчен те предприяти вăй илсен, халăх валли 400 ĕç вырăнĕ хатĕрленет. Каласа хăвармалла, муниципалитетăн ытти çулсенчи пекех, кăçалхи бюджет та социаллă пĕлтерĕшлĕ, мĕнпур тăкаксенчен 83,6 процентне социаллă сферăри ыйтусене татса пама уйăрнă. Игорь Калиниченко кăçал пурĕ муниципалитетра тăрăшакансем 3700 йывăç-тĕм лартнине пĕлтернĕ, пĕлтĕрхинчен пиллĕк хут нумай пулнине асăннă. Вĕренӳ пайĕнче те лару-тăру аван. Икĕ çултан иртнĕ ачасем пурте тенĕ пекех ача садне çӳреççĕ, черет пачах та çук хулара. Çуллахи вăхăтра ачасен канăвне усăллă ирттерессипе те сахал мар ĕç пурнăçланă, «Звездочка» лагере 14 млн куçарса панă, пин çурă ача çак çуртра канса хăйсен кăмăлне тултарнă. Муниципалитет пурлăхĕсемпе усă куракансем аренда тӳлеменни пăшăрхантарать.  Ку ыйтупа çивĕч ĕçлеме хушса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе. Енчен те пур те хăйсене шанса панă ĕçе вăхăтра кирлĕ пек пурнăçланă пулсан, хулан сăн-сăпачĕ тата та ырă енне улшăнса пынă пулĕччĕ. «Парăмсене парса татмалли ятарлă график йышăнмалла.  Ыйтăва депутатсене те явăçтармалла», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Канашлăва пухăннисем тавралăха тирпей-илем кӳртесси пирки сăмах пуçарнă.  Халăх «фанфурик» усал шĕвек пирки те пăшăрханса калаçнă, çынсем çакна ĕçсе хăйсен сывлăхне аптратнине палăртнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова медицинăра пурлăхпа техника бази вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Кăтарту та çук мар, демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнать, медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕ ӳсет.  Нумай ачаллă çемьесен йышĕ те куç кĕретех ӳссе пырать.  Ку хутĕнче Алла Самойлова муниципалитетра врачсем çителĕксĕр пулнине пĕлтернĕ. Асăннă ыйтăва вырăнтан хускатас тесе, бюджетра çамрăк специалистсен çурт-йĕр ыйтăвне татса пама муниципалитет укçа-тенкĕ те пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Кун пек йышăну тунине республика Пуçлăхĕ ырланă.

 Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов тухса калаçнă. «Паян пирĕн республика Пуçлăхне, Правительствăна, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне кирлĕ пек хакламалла.  Юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкара 800 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.   Çак ĕçсем пĕтĕмпех ӳсĕм тума пулăшаççĕ», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Ольга Ланцова докладра муниципалитет çурт-йĕр хута ярассипе активлă ĕçленине, хулара пысăк производствăсем вăй илсе пынине асăннă.   Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса пыма та условисем çителĕклĕ пулнине уйрăмăн палăртса хăварнă. Калăпăр, 2016 çулта предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем сахал мар патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Ку хутĕнче организацисем халăха сăмах вĕççĕн ĕçе йышăнни пирки те çивĕч сӳтсе явнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетăн бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хула бюджетне 2016 çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 885 млн кĕнĕ. Кăçалхи çул муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 28,7 процентпа танлашнă. Республика хыснинчен вырăнти бюджета пурĕ 564,3 млн тенкĕ куçнă. Канашлăвăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар монохулана аталантарма ирĕк паракан программăна кĕнине, РФ Правительствин комиссийĕ витĕр çирĕп тухнине палăртнă. Хулара инфратытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарнине кура, муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аван вăй илсе пынине каланă.  Пурĕ çынсене валли 5527 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Малашне те бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пырасси çине тимлĕх уйăрассине, инвестици явăçтарассипе те активлă ĕçлемеллине уйрăммăн палăртнă. Кăçал федераци хыснине 10 процент пĕчĕклетнĕ. Регионта бюджет укçи-тенкипе тухăçлă ĕçленине кура,  16 млрд федераци енчен инвестици явăçтарнă. Çак кăтарту 2015 çулхипе танлаштарсан 5,5 процент пысăкрах пулнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Социаллă ыйтусене татса парасси – патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать. «Халăх тăнăçлăх юратать.  Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлава кирлĕ пек шайра ирттерсе ямалла, ĕçе пĕтĕмпех саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçламалла. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине 14 политика партийĕнчен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне  4 партирен çынсем хутшăнма кăмăл тунă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Тĕплĕнрех



02 сентября 2016
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter