Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мобилизаци енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи призыв комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев мобилизаци енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи призыв комиссийĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви палăртнă тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре яваплăха туйса тухăçлă ĕçленĕшĕн комисси пайташĕсене тав тунă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Тĕнчери çăмăлах мар лару-тăрăва шута илсе, шалти потенциала тĕпе хурса мобилизаци ыйтăвĕсене татса панă чухне тимлĕ йĕркелеме тăрăшмалла», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Мобилизаци енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи призыв комиссийĕн ларăвне кĕртнĕ актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



20 сентября 2016
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter