Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Коммуналлă технологисем» предприятийĕн малашнехи ĕçĕсем пирки - ятарлă ыйтупа, ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Коммуналлă технологисем» предприятийĕн малашнехи ĕçĕсем пирки - ятарлă ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче, "Коммуналлă технологисем" предприяти ыйтăвне пайăррăн Федерацин монополие хирĕçле служби, 2016 çулта авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче тивĕçтернине каланă. «Коммуналлă технологисем» ТМЯО Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене ăшăпа тивĕçтернĕшĕн, 2015 тата 2016 çулсече тарифсемпе çĕнĕлĕхсем кĕртмен, ахăртнех ăшă шывпа тивĕçтернĕшĕн те тарифсене улăштарман. Марина Кадилова палăртнă предприятийĕн хăйĕн инвестици программи пуррине каланă, анчах та организацийĕн укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулнине кура,  ăна вĕсем ниепле те пурнăçа кĕртсе пырайманнине палăртнă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, «Коммуналлă технологисем» организаци хула бюджетне 50 млн тенкĕ парăма кĕнине каланă.  Иван Моторин калаçăва пĕтĕмлетсе, малашнехи ĕçре Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службине, Чăваш Республикин Строительство министерствине, Чăваш Республикин Экономика министерствине çитес икĕ эрне хушшинче пур ыйтăва та уçăмлатма, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма сĕннĕ. «Газпром межрегионгаз Шупашкар» предприятийĕн генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата «Чăвашэнергосбыт компанийĕ» организацийĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Александр Гончаров докладра çак çӳлерех асăннă организацийĕн тĕрлĕ ресурссемпе тивĕçтерекен предприятисем умĕнче чылай парăмсем пухăннине каланă. Организаци налуксем тӳлеменни те куçкĕретех пулнине асăннă ытти ертӳçĕсем. Тепленрех



21 сентября 2016
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter