Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйланнă çынсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйланнă çынсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Пĕрлĕхлĕ суйлавăн малтанхи кăтартăвĕ тăрăх, ытларах сасă пухнисем хушшинче: Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ Комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Николаев. Палăртнă тĕлпулăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин экономикăна çĕнĕлле аталантарассипе ĕçлекен Комитет председателĕ Анатолий Аксаков хутшăнман, вăл ĕçпе Мускавра пулнă.  Тĕплĕ калаçăва çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов,  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи  Николай Николаев хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  суйлав саккунпа килĕшӳллĕн, уçăмлă, конкурентлă майпа иртнине палăртса хăварнă, пурне те тав сăмахĕсем каланă.  Мала тухнисене уйрăммăн палăртса ырланă. Малашне те Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, саккуна пăхăнса тухăçлă ĕçлесе пыма чĕнсе хăварнă.  Сăмаха май, кăçалхи бюджета федераци хыснинчен пурĕ 16 млрд тенкĕ патнелле инвестици явăçтарнине пĕлтернĕ. Пулăшу, паллах, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе куçассине палăртнă. Малашне те социаллă проектсене пурнăçа кĕртме тата та инвестици явăçтарассипе çине тăрса ĕçлемеллине асăннă. Чи кирли – халăх сĕнĕвне шута илсе, вĕсене пурнăçласа пырасси. «Халăх влаçа шанни – эпир хамăрăн ĕçе тухăçлă ĕçлесе пынинчен нумай килет», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерессипе ĕçлеме хатĕр пулнине каланă Олег Николаев. Малашне те Чăваш Ен ертӳлĕхĕпе килĕшсе ĕçлеме тĕллев лартнине асăннă Алена Аршинова. «Пĕрле пухăнни çав тери аван. Пирĕн пĕр чăмăра пухăнса, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Суйлавçăсен ыйтăвĕсене шута илсе, вĕсене пурнăçлама тăрăшассине пĕлтернĕ Леонид Черкесов.

  Халăх тăратакан хăш-пĕр ыйтусене татса парас тесен, паллах, федераци пулăшăвĕсĕр май çук. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртса хăварнă. Калăпăр, çĕнĕ шкулсем хута ярасси,  ача сачĕсене çĕклесе лартасси, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тăвасси. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçе те сахал мар тăкакланма тивĕ. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче федераци влаçĕпе республика ертӳлĕхĕ тĕллевлĕн тухăçлă ĕçлесе пынине каланă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем монохуласене аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнине асăннă. Паянхи куна Сĕнтĕрвăрри хулине пулăшу кӳме тăрăшмаллине палăртса хăварнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов тĕрлĕ программăсене пурнăçлама яваплăха туйса пурин те тăрăшса ĕçлемеллине палăртса хăварнă.  Сăмаха май, суйлав умĕнхи ĕçре халăхпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пайташĕсем çынсемпе 15 пин ытла тĕлпулу ирттернине пĕлтернĕ, пурĕ халăх 50 пин ыйту тăратнине асăннă.  Пĕрле ĕçлесе пурăнмалла халăх программи пурнăçа лайăх кĕнине, малашне те Раççей Президенчĕ Владимир Путинпа тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн курсне тытса пырса, Чăваш Ен, Раççей халăх ырлăхĕшĕн ĕçлессе шантарнă.  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи  Николай Николаев, иртнĕ суйлавра пур кандидатсем валли те пĕр пек условисем пулнине асăннă, сасăлав таса иртнине каланă. «Халăх Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн сасăланă. Шанăçа тӳрре кăларассишĕн, пурин те пĕрне-пĕри ăнланса, килĕшсе ĕçлемелле, çĕршывра тăнăçлăх хуçалантăр тесе тăрăшмалла», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  



21 сентября 2016
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter