Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи транспорт прокурорĕпе Тимур Кебековпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи транспорт прокурорĕпе Тимур Кебековпа курнăçнă. Тĕлпулура регионти транспорт хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, «Хăрушлăхсăр хула» программăна пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ çĕршыв Президенчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев — транспорт хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине — палăртни çинчен каланă. «Эпир республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр», — тенĕ Михаил Игнатьев.

 



21 сентября 2016
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter