Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра В.В.Бахирев ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче “Техмаш” НПК генеральнăй директорĕпе Сергей Русаковпа тĕл пулнă

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускава ĕçлĕ визитпа кайнă.  В.В.Бахирев ячĕллĕ машинăсем тăвакан наукăпа тĕпчев институтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «НПК «Техмаш» АО генеральнăй директорĕпе Сергей Русаковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енпе «НПК «Техмаш» АО çыхăнса ĕçлесси пирки сӳтсе явнă. Асăннă компанийĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра 48 организаци шутланать, вĕсем çар тытăмĕ валли тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăлараççĕ.  Вĕсенчен пĕри Чăваш Республикин тĕп хулинче, В.И.Чапаев ячĕллĕ «НПК «Техмаш»  АО Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ.  Регионта  организаци 75 çул ăнăçлă ĕçлет. Михаил Игнатьев Сергей Русакова республикăна аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă, çĕнĕ производствăсем хута янине ырланă. Калăпăр, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ тĕрлĕ резинăсем кăларакан производство пĕрлешĕвне çĕнĕрен модернизациленнĕ хыççăн, хаваслă пулăмра уçнă. Объекта хута яма пурĕ 600 млн тенкĕ тăкакланă.  Сергей Русаков хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин ертӳлĕхĕпе тачă çыхăнса ĕçлени çав тери паха пулнине, малашне тата та В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО производство калăпăшне ӳстерессине çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун В.В. Бахирев ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче музей ĕçĕпе паллашнă. Кунта вăл СССР тапхăрĕнче машиностроени Министрĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ Вячеслав Васильевич Бахирева асăнса лартнă палăк уçнă çĕре хутшăннă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, «НПК «Техмаш» АО генеральнăй директорĕ Сергей Русаков, çар тытăмĕ валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплакан производство ытларах мирĕ пурнăçра кирлĕ таварсен калăпăшне ӳстерме тĕллев лартнине асăннă. «Эпир, Чăваш Республикинче вырнаçнă предприятине шанатпăр.  Малашне те тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр», - тенĕ вăл.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионти В.И.Чапаев ячĕллĕ завод республика экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Темиçе çул каялла завод пĕтсе лармах пуçланăччĕ.  Паян вара, палăртма кăмăллă, организацире виçĕ пине яхăн çын ĕçлет, тупăш миллиардран та иртсе кайнă.  Кăçал заводра тăрăшакансен шалу укçи 30 процента яхăн ӳсни те çав тери паха», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



22 сентября 2016
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter