Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Монохуласене аталантармалли фондра, организацийĕн генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Монохуласене аталантармалли фондра, организацийĕн генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Правительствипе Монохуласене аталантармалли фонд хушшинчи çыхăнăва малашне те анлăлатса пырасси пирки сӳтсе явнă.  Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев «Монохуласене аталантармалли фонд» НКО генеральнăй директорне Илья Кривогова пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă, Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме май уçăлнине, çамрăксене ĕçлесе пурăнма тĕрлĕ условисем пулассине каланă.  Илья Кривогов хăйĕн сăмахĕнче, Фонд Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă, чăннипех те, проектсене пурнăçа кĕртсен, çитĕнӳсем пуласси те куçкĕретех пулнине каланă вăл.  «Финанспа пĕлсе тухăçлă ĕçлессин кăтартăвĕпе, эсир ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ сумлă ертӳçĕ. Çак кун Илья Кривогов тата  Михаил Игнатьев Мускавра,  муниципалитетăн виçĕ объектăн реконострукци тата строительство ĕçĕсене саплаштарма ирĕк паракан килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Çапла майпа вара, федераци хыснинчен субсиди мелĕпе 75,5 процентне тӳлĕç (739,1 млн), Чăваш Республикин бюджетĕнчен 24,5 процент куçарĕç (240,3 млн). Пĕтĕмĕшле 8 миллиард ытла инвестици проекчĕсене пурнăçлама укçа уйăрĕç. Фондăн генеральнăй директорĕ Илья Кривогов çапла каланă: «Бизнес-проектсене пурнăçлани монопрофильлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 1500 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Регионшăн та, хулашăн та питĕ меллĕ, çынсен пурăнмалли пурнăç условийĕ лайăхланасси те куçкĕретех пулĕ», - тенĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетни, историлле пулăм тенĕ. «Шанатпăр, палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ тусан, халăха пĕрле ĕçлесе пурăнма тата та лайăхланĕ», - тенĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе.  



22 сентября 2016
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter