Чăваш Республикинче Нркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче  Наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче, кăçал 8 уйăх хушшинче наркăмăш «аллине» лекнисен шучĕ 13 процента çити чакнине пĕлтернĕ.  «Динамика енчен кăтарту лайăх пулин те, лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ыйту çав-çавах пуриншĕн те кăткăс.  Республикăра наркотикпа алхасакансенчен 90 проценчĕ арçын ачасем, вăтамран вĕсем 18-30 çула çитнисем, тата çитменнине, ниçта та ĕçлеменнисем», - палăртнă Михаил Игнатьев.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрне Сергей Димитриева хушнă. Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе тачă çыхăну тытма каланă.   Регионта право сыхлавĕнче тăрăшакансем те кулленех асăннă ыйтупа тĕллевлĕн ĕçленине палăртнă ларăва пухăннисем. 2016 çулта 8 уйăх хушшинче пĕтĕмпе йĕрке пăснă 46 çынна уголовнăй майпа явап тыттарнине пĕлтернĕ. Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци служби, саккуна пăснă 141 çынна административлă майпа явап тыттарнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право хуралĕнче вăй хуракансене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Паян, уйрăмах нумай хваттерлĕ çуртсенче пӳрт тăррисене асăрхамалла, маччасем яланах хупă пулмалла.  Тепре чухне подвалсем те уçă тăни сисĕнет. Шăпах та, çамрăксем усал ĕçсене çакăн пек вырăнсенче тăваççĕ.    Чи кирли – халăх хушшинче наркотика хирĕçле профилактика ĕçне ытларах сарни. Вĕренӳ учрежденийĕсенче тăтăшах наркотика хирĕç ятарлă мероприятисем ирттермелле.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче, çынсем наркотика пула, хăйсен сывлăхне начарлатнă пирки ытларах чарăнса тăнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пурĕ 990 çынна наркоман диагнозне лартнă, тата 2102 çынна ятарлă тĕрĕслеве илнĕ.

 Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров хăйĕн сăмахĕнче, кăçал пурĕ наркотиксене пула, йĕрке пăснă 392 тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ.  Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 29 процент пĕчĕкрех пулнине асăннă.  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, регионта 2230 çемьене ятарлă социаллă пулăшупа тивĕçтернине каланă, вĕсенчен 30 çемьере наркотик тутанса пăхнисем те пуррине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова шкулсенче ачасене медицина ĕçченĕсем ятарлă тестсем ирттернине, профилактика ĕçĕсене те тăтăшах йĕркеленине каланă. Калăпăр, 2015/2016 çулсенче пурĕ Чăваш Енре 19900 шкул ачи тест тухнă. 2015 çулта профиллĕ вĕренӳ учрежденийĕсенче, аслă шкулсенче вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕсене чӳк уйăхĕнче 6214 ачана тест урлă кăларнă.  Пурĕ регионта 25 вĕренӳ организацийĕ çак ĕçсене хутшăннине палăртнă вĕренӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ачасем теста хăюллăнах тухнине асăннă. Ытларах шкула çӳремен ачасем наркотик енне сулăннине, тепре чухне аслă шкулта вĕренекенсем, академи канăвне илнисем, те йĕрке пăснине пĕлтернĕ. 

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп наркологĕ Ирина Булыгина хăйĕн докладĕнче, медицинăра, социаллă службăра, право хуралĕнче  ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса пырсан, вăхăтра инкеке сирсе яма пулассине палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствине çамрăк ачасене, енчен те вĕсем наркотик «аллине» лекнĕ пулсан, çирĕп тĕрĕслесе шута илме хушнă.   Тĕплĕнрех  

 



22 сентября 2016
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter