Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машиностроитель кунӗ ячĕпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

Професси уявӗпе – Машиностроитель кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Машиностроени тивӗҫлипе ҫӗршыв промышленноҫӗн технологи никӗсӗ шутланать, Чӑваш Ен экономикинче тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать.

Отрасль специалисчӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне пула ку чухнехи чи тухӑҫлӑ ҫӗнӗлӗхсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, лайӑх сутӑнакан продукцин ҫӗнӗ тӗсӗсене туса кӑларасси вӑй илет.

Ҫак ӗҫре вӑй хуракансем яваплӑхпа, ҫирӗп тӗллевлӗхпе тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пӗлнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Паян эпир сирӗнпе Чӑваш Енӗн машинӑсем тӑвакан отрасльне ҫӗнӗ шая ҫӗклес тесе умри ҫивӗч ыйтусене мӗнпур майсемпе усӑ курса татса па­ратпӑр. Эпир Раҫҫейри машинӑсем тӑвакан «Трактор завочӗсем» концер­нӑн унчченхи чапӗпе кал-кал аталанӑвне чӗртсе тӑратма палӑртатпӑр.

Ҫӗршывӑн машинӑсем тӑвакан отрасльне аталантарассишӗн нумай ҫул хушши ырми-канми ӗҫленӗ, хӑйсен вырӑнне йышӑнмашкӑн тивӗҫлӗ ӑру пӑхса ҫитӗнтернӗ ветерансене тав тӑватӑп. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫӗршӗн та­та профессие парӑннӑшӑн чунтан тухакан тав сӑмахӗсене йышӑнсамӑр.

Машинӑсем тӑвакан комплекс ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫирӗплӗх тата ырлӑх сунатӑп.     

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                    М.Игнатьев 



23 сентября 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter