Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Манеж» ЦВЗ «Финанс форумĕ – 2016» мероприятине хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Манеж» ЦВЗ  «Финанс форумĕ – 2016» мероприятине хутшăннă. Мускав финанс форумне йĕркелекенсем çакăн йышши пулăм пуçласа иртнине, профессионалсем пĕр-пĕринпе курса калаçма, экономика тĕлĕшĕнчен йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сӳтсе явма меллĕ  пулнине каланă.  Форумăн тĕп теми «Финанс стратегийĕ: ӳсĕм курсĕ» ятлă. Асăннă мероприятине РФ регионсенчи ятарлă представительсем тата федераци тытăмĕнчи ертӳçĕсем пухăннă. Кунсăр пуçне тĕнчипе паллă пысăк предприятисемпе компанисен ертӳçисем, экономистсем, экспертсем тата обществăлла политика пайĕнче вăй хуракансем пуçтарăннă.  Форум ĕçне Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов тата Мускав Мэрĕ Сергей Собянин уçнă. Пухăннисем Раççей субъекчĕсем шайĕнче экономика аталанăвне ӳстерсе пырассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



23 сентября 2016
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter