Сывлăхпа спорт кунĕ иртет

Сывлăхпа спорт кунĕ иртет

Спорт - сывлăх çăлкуçĕ. Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре   Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун пирĕн район çыннисен те хăйсен сывлăхне тÿлевсĕрех çирĕплетме тата канăва усăллă ирттерме май пур. Физкультурăпа спорта кăмăллакансем е спортсменсем Сывлăхпа спорт кунĕнче спортзалсене тÿлевсĕрех килме пултараççĕ.

 

Ялта - тирпейлĕх

Ялсенче субботниксем ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Çăва тухсан çеç мар, кĕрхи кунсем çитсен те хамăр пурăнакан вырăна тасатса тирпейлени хăтлăх кĕртет, илемлĕх кÿрет. Уйрăм çынсем те таврари тирпейлĕхшĕн тăрăшни савăнтарать. Тавăтра пурăнакан Андрей Стеклова ку енĕпе ырăпа асăнмалла. Вăл çывăхри çырмасене йăванса выртакан тимĕр-тăмăртан тасатрĕ, çакна 1,5 тонна таран пухма пултарчĕ.

Пĕтĕм Раççейри экологи субботникĕ ытти ял тăрăхĕсенче те пынине палăртма кăмăллă. Акă Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Янăш ялĕнчи Лев Константинов таврари шыв-шур хĕрринчи тата çырма-çатрари, урамсенчи çÿп-çапа пухса ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

С.ПАВЛОВА.

Диктанта хутшăнăр

Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ предметпа Пĕтĕм Раççейри диктант йĕркелесси анлă сарăлчĕ. Хальхинче этнографи диктантне çырма чĕнеççĕ. Ăна Раççейре пĕрремĕш хут йĕркелĕç.

Диктанта юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче çыртарĕç. Вăл çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче 11 сехетре пуçланĕ. Çак акцие 15 çултан аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ. Чăваш Енре ку диктанта 7 лапамра - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче - çырĕç. Унсăр пуçне онлайн мелĕпе тестировани ирттерĕç. 30 ыйтуран тăраканскер 13 сехетре старт илĕ. Диктанта чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Кăтартусене тишкернĕ хыççăн вĕренÿ программине мĕнлерех улшăнусем кĕртесси пирки калаçĕç.

 

Эвакуаци ирттернĕ

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Шĕмшешри ваттисен çуртĕнче çынсене чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлес тĕллевпе тĕрлĕ службăсене тата ведомствăсене явăçтарса эвакуаци енĕпе вĕренÿ иртнĕ. Вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ службăсен ĕçне хак парасси, сигнал мĕнле ĕçленине тĕрĕслесси, çулăм тухнине курсан персонал хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркеленине пăхса тухасси, çынсене çуртран илсе тухассине тĕрĕс йĕркелесси. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансен тата аслă ăрури çынсене пăхакансен чрезвычайлă лару-тăрура çухалса каймалла мар, пушар тухсан кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Вĕренÿре огнетушительсемпе, сывламалли хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине те пăхса тухнă.

 

Пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ

Шел пулин те, юлашки вăхăтра пирĕн районта пушарсен хисепĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ирхи 3 сехет те 49 минутра пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине Уйкас ялĕнче пурăнмалли кил-çуртра «хĕрлĕ автан» алхасни çинчен пĕлтернĕ. Çăлавçăсем çийĕнчех çула тухса вут-çулăмпа кĕрешме пуçланă. Пушар сÿнтернĕ çĕре МЧС-ăн 2 техники тата 7 çын хутшăннă.

Чăваш Республикин Пушара хирĕç кĕрешекен Федераци службин «Пушар сăнавĕн лаборатори» судпа эксперт учрежденийĕн специалисчĕсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, вут-çулăм электрохатĕрсем юсавсăр пулнипе тухнă.

 

Тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ

Кăçалхи 8 уйăхра нумай функциллĕ центра 5179 граждан пулăшу ыйтма килнĕ, çакă пĕлтĕрхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан 1,28 хут нумайрах. Вĕсен шутĕнче 4338 заявлени йышăннă, 841 çынна консультаци панă, 3390 çынна пулăшу панă. Нумай енпе ĕçлекен специалист çине кунне вăтамран 14,6 ĕç тиенет. Федераци пулăшăвĕпе патшалăх пошлинине 993,3 пин тенкĕ тÿленĕ. Вĕсенчен вырăнти бюджета 248,3 пин тенкĕ тупăш килнĕ. Нумай функциллĕ центрта 165 пулăшу енĕпе консультаци илме тата документсем пама пулать.

Паянхи кун нумай функциллĕ центрта йышăнмалли 5 чÿрече шутланать. Заявленисене электронлă черетпе е маларах çырăннипе йышăнаççĕ.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
23 сентября 2016
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter