Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Сĕт фестивальне хаваслă пулăмра уçнă çĕре хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Сĕт фестивальне хаваслă пулăмра уçнă çĕре хутшăннă.  Чи малтанах сумлă ертӳçĕсем тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă, таварсен пахалăхне хакланă.  Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Енре ĕçлекен çĕр ĕçченĕсем таварсене экологи енчен таса тирпейлесе кăларнине асăннă.  Республикăра сĕт туса илессин калăпăшĕ кулленех ӳссе пынине палăртнă. Вăтамран çулталăкне пĕр ĕнерен 5 пин кг сĕт сăваççĕ. Кăтарту 8 районта 6 пин кг танлашать.  «Пирĕн тĕллев малашне те паха сĕт тирпейлесе кăларассипе çине тăрса ĕçлесси, ял хуçалăх предприятийĕсем валли çителĕклĕ условисем хатĕрлесе тăратасси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене, яланхиллех патшалăх наградисене парса чысланă. Ача-пăчасем хушшинче ирттернĕ республика шайĕнче пулнă конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса хавхалантарнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев регион хăйне сĕт-çу таварĕпе туллин тивĕçтернине пĕлтернĕ.  Республика тулашĕнче пурăнакансем патне те таварсем илсе çитернине каланă. Ытти юнашар регионсем пирĕн тавара хапăл туса йышăннине асăннă.  Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантарса пыма çулсерен патшалăх пулăшăвне парса хавхалантараççĕ.  Калăпăр, сĕт-çу таварне тирпейлессипе тăрăшакансем валли 2016 çулта пĕтĕмпе 347,6 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Паянхи кун тĕлне илес пулсан, вăл укçа-тенкĕрен 300 млн уйăрма та ĕлкĕрнĕ. «Эпир яланах сĕт-çу таварĕпе ĕçлекенсене витĕм кӳме хатĕр, мĕншĕн тесен, пасарта пирĕн таварсене пысăка хурса хаклани куçкĕретех», - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.   Сĕт хакĕ пирки сăмах пуçарнă май, çуллахи вăхăтра тавар хакĕ кăштах пĕчĕкленнине пĕлтернĕ, кĕркунне, хĕлле вара хаксем каллех хăпарасса каланă.  Сĕт салонĕ сывлăх центрĕ курав пурне те кăсăклантарнă. Кунта пурин валли те мастер-класс йĕркеленĕ, сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартнă. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхнă, тӗрлӗ конкурса хутшӑннă, каток ҫинче ярӑнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Тĕплĕнрех



26 сентября 2016
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter