Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах Михаил Игнатьев пухăннисене, хăй авăн уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче Мускавра ĕçлĕ визитпа çӳрени пирки каласа кăтартнă. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа тĕл пулнă. Вĕсем республика Правительствипе фондăн малашнехи хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Илья Кривогов фонд Чăваш Республикипе ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен кирек хăш проект та ăнăçлă пурнăçланассине шанаççĕ. Михаил Игнатьев тата Илья Кривогов Канаш хулинчи виçĕ объект строительствин тата реконструкцийĕн тăкакĕсене саплаштарма пулăшассине çирĕплетекен килĕшӳ тунă. Унпа килĕшӳллĕн çĕнĕ инвестици проекчĕсем валли инженери инфратытăмĕн объекчĕсен строительствин тата реконструкцийĕн тăкакĕсене саплаштарма федераци бюджетĕнчен уйăракан виçе 739 миллион тенкĕпе, Чăваш Республикин пайĕ 240,3 миллион тенкĕпе танлашать. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май уйрăм çынсен 8 миллиарда яхăн тенкине çаврăнăша кĕртме палăртнă. Килĕшĕве пурнăçлани 1500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парать. Хулашăн тата регионшăн пĕлтерĕшлĕ çав объектсене хута яни Канашăн инвестици ĕç-хĕлне аталантарма çĕнĕ вăй парать, çавăн пекех хула пурнăçне лайăхлатма пулăшать. Чăваш Республикинче Канаш хули чи хитре хуласем шутĕнчен пĕри пуласси куçкĕретех. Ĕç хучĕсене кулленех тĕрĕслесе çирĕп тытса йĕркелемеллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Хальхи вăхăтра, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Канаш хула администрацийĕн  пуçлăхĕ Владислав Софронов Мускаври СКОЛКОВ управлени шкулĕнче професси пĕлĕвне ӳстернине каланă регион Ертӳçи.  Каярах, хула ертӳлĕхĕ проекта хатĕрлесе, экспертсен пĕрлешĕвĕсен умĕнче хӳтĕленессине асăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра В.В.Бахирев ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче “Техмаш” наукăпа производство концернĕн генеральнăй директорĕпе Сергей Русаковпа тĕл пулнă. Холдинг йышне çар промышленноçĕн 48 предприятийĕ кĕрет. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ завод. Унта 3000 яхăн çын ĕçлет. Тĕлпулура вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Сăмах май, нумаях пулмасть заводра резина хатĕрĕсем тăвакан производство ĕçлеме пуçланă. Сергей Русаков ĕç хăватне малашне те вăйлатса завода аталантарма шантарнă. Çав кунах Михаил Васильевич СССР машиностроени министрĕ пулнă Социализм Ĕçĕн Геройĕн Вячеслав Бахиревăн палăкне уçма хутшăннă. Мускавра пĕрремĕш хут финанс тытăмĕнче тăрăшакансен форумĕ иртнĕ.  Сесси ĕçне РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Аркадий Дворкович, РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов, РФ Тĕп банк председателĕ Эльвира Набиуллина, Мускав Мэрĕ Сергей Собянин,  РФ налук службин ертӳçи  Михаил Мишустин, РФ Перекет банкĕн президенчĕ Герман Греф, тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Ертӳçĕсем малашне те финанспа тухăçлă пĕлсе усă курмаллине, яваплăха туйса ĕçе пурнăçламаллине каланă. Пурин те пĕр ушкăнра ĕçлемеллине, пĕрне-пĕри пулăшса витĕм кӳме тăрăшмаллине асăннă.   

Саккунсăр майпа эрех-сăра сутакансене тупса палăртнă тĕслĕхсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова тĕплĕн каласа хăварнă. Чăваш Республикинче ятарлă лицензипе эрехе сутакан 700 организацине шута илнĕ. Кăçал 8 уйăх хушшинче Чăваш Республикин Экономика министерстви пурĕ 538 тĕрĕслев ирттернĕ. Йĕрке пăсакансене пĕтĕмпе 1 млн 296 пин тенкĕлĕх административлă майпа явап тыттарма йышăннă.  Чăваш Енри ШĔМ тĕрĕслевĕ хыççăн, 4800 литр усал шĕвеке пăрахăçланă. Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче регионта эрех-сăрапа алхасакансен йышĕ чакса пынине асăннă.  Эрех ĕçсе халăх хăй сывлăхне аптратнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 32 процент чакни те паха. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ««Отрада», «Калина», «Восход», «Арована» ТМЯОсем пирки çăхавсем нумай пулнине аса илнĕ. Ку енĕпе мировой судьясем патне ĕç хучĕсене тăратнине пĕлтернĕ Инна Антонова. Калăпăр, «Отрада» ТМЯО ĕçĕ пирки çулталăк пуçламăшĕнчех ыйту çĕкленĕ Муркаш халăхĕ. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ. Йĕрке пăсакансене çирĕп явап тыттармаллине асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Кăçал утă уйăхĕнче Шупашкарти Садовый микрорайонта çĕнĕ поликлиника уçăлнă, ун чухне хула çыннисем ĕçмелли ятарлă вырăна хупма ыйтнă.  Паян вара, предприниматель кĕмелли вырăна урăх çĕртен тунă, анчах та усал шĕвексене сутма пăрахман. Хула ертӳлĕхне, Чăваш Республикин Экономика министерствине çирĕп мерăсем йышăнманнишĕн асăрхаттарнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков нумай хваттерлĕ çуртсенче эрех таврашне сутакансем чылай пулнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен çурри ытла нормăна пăхăнса пыманнине каланă, малашне ĕç-пуç пăрахăçланассине асăннă. Нумаях пулмасть, Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова пулнăччĕ. Ун чухне Министр халăх эрех ĕçсе вилнине пăшăрханса палăртнă, кăтарту та пысăк тесе хăварнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ятарлă комплекслă мерăсем йышăннине пĕлтернĕ.   «Сывлăх сыхлавне модернизацилеме миллиардсем тăкаклатпăр. Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Пур-пĕрех эрех-сăра ĕçсе вилекенсен шучĕн кăтартăвĕ япăх. Ĕçлеме пултаракансем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни пурне те пăшăрхантарать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ – общество хăрушсăрлăхĕпе тĕрĕслев Управленийĕн пуçлăхĕ  Алексей Метелкин  Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта  ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕсем пирки каласа хăварнă. Шупашкарти Чернышевский урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă «Печать» киоскра йĕрке пăснине тупса палăртнă (инд. предприниматель Семновская Тамара Николаевна), «Колбасы, мясная продукция»  лавкка «Чебоксарский – Горкоопторг» базăра шутланать. Вăл Шупашкарти Николаев урамĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă. (инд.предприниматель  Прокопьева Татьяна Ивановна),  «Дивизион»  Шупашкарта Гагарин урамĕнчи 17-мĕш çуртра вырнаçнă. Унăн хуçи Борисов Юрий Леонидович, хула депутачĕ. Халăх республика Пуçлăхĕ патне çăхав çырнă, ун хыççăн тĕрĕслев йĕркеленĕ. Леонид Черкесова асăннă ыйтăва уçăмлатма сĕннĕ, Юрий Борисова явап тыттарма каланă. Çĕнĕ Шупашкарта «Лавкка 24 часа», унăн хуçи «Сфера Трансавто» ТМЯО ертӳçи Васильев Виктор Вячеславович. Кунта та йĕрке пăсни куçкĕретех пулнă. Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, йĕрке пăсакансенчен 50 проценчĕ ӳсĕр çынсем. Ытларах вара, эрех сутакан вырăнсенче халăх усалланни сисĕннине палăртнă.  Куллен кашни кунах 300 протокол йĕрке пăснăшăн çырнине пĕлтернĕ Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Кожемяков. Пур çĕрте те йĕрке пулмалла. Ытларах профилактика ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче ватăсене валли ирттернĕ ятарлă акци ĕçĕ пирки чарăнса тăнă.  Ваттисен кунне халалласа, ятарлă мероприятисем палăртнине пĕлтернĕ. Кану кунĕсенче ватăсем ял хуçалăх пасарĕсенче тĕрлĕ пахча-çимĕç туяннине, вĕсене валли условисем йĕркелесе тăратма сĕннĕ Михаил Игнатьев. Таварсене киле илсе çитерсе памаллине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ - 2016» иртнине асăннă, 60 пин ытла çын хутшăннине пĕлтернĕ. Кун пек кăтарту чылайранпа пулманнине асăннă.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Сĕт фестивалĕ пирки чарăнса тăнă. Мероприяти курăмлă иртнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те çакăн йышши мероприятине тата та калăпăшĕпе пысăкрах ирттерме хушнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 



26 сентября 2016
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter