Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ – 2016» чупу иртнĕ, старта тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă

 


Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ – 2016» чупу иртнĕ. Ăмăртусем Шупашкарта залив хĕрринче пулнă. Кĕрхи старта тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Çĕршывра çулсерен «Наци кросне» ирттересси йăлана кĕчĕ. Раççейре, Чăваш Енре пурăнакансем хастаррăн чупăва тухаççĕ. Палăртма кăмăллă, хулара анчах мар, ялсенче те ватти-вĕтти спорта кăмăлласа хутшăнать. Спорт пурсăмăра та пĕрлештерет, ушкăнра пурăнма вĕрентет», - тенĕ хăйĕн саламĕнче спортсменсене саламланă май регион Ертӳçи.   Пухăннисене çакăн пекех Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, ăмăртусен тĕп судьи Олимпиада Иванова саламланă.  «Уявра саламланă май, спорт массăллă мероприятисене яланах хутшăнакансене пĕр чăмăра пухать», - тенĕ вăл. Савăнăçлă спорт уявне Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Чупу кăнтăрла пуçланнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ тăрăх, VIP-чупăва тухнă. Унпа пĕрле стартра республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем, федерацин тĕрлĕ службисен ĕçченĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, хулан депутачĕсем тата та ытти представительсем тухнă.  Çак кун ыттисемпе пĕрле спортсмен-профессионалсем, бизнес тытăмра ĕçлекенсем, республикăна килнĕ хăнасем савăнсах спорта пухăннă.   Палăртма кăмăллă ачасем те аслисем пек хăйсен вăйне виçме пултарнă. Шупашкарта çак мероприятине пурĕ 16 пин çын, пĕтĕмпе Чăваш Енре вара 60 пин çын хутшăннă.    Тĕплĕнрех



26 сентября 2016
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter