Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италин кунта UNICUSANO компанисен ушкăнĕн пуçлăхĕ Стефано Бандекки ертсе килнĕ делегацийĕпе курнăçнă
Тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Ен Правительствин Пуçлăхĕ Иван Моторин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ыттисем хутшăннă. Стефано Бандекки сĕтрен тĕрлĕ продукци, десертсем туса кăлармалли проекта пурнăçламашкăн Чăваш Ене тепĕр хут хаваспах килнине палăртнă. UNICUSANO компанисен ушкăнĕ сĕнекен тепĕр çул-йĕр — вăрлăх банкне йĕркелесси. «Манăн университет çумĕнче 200 йышши ÿсентăран вăрлăхĕн банкĕ пур. Эпĕ эсир пулăшнипе Чăваш Ене селекци центрĕ туса хурасшăн», — сĕннĕ Итали бизнесменĕ.
Михаил Игнатьев çак çул-йĕрпе çыхăнусене анлăлатма, Итали предпринимателĕсем Чăваш Енре хăйсен проекчĕсене пурнăçлаччăр тесе пĕтĕмпех тума хатĕррине палăртнă.