«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕ иртнĕ

 «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕн  иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче  республикăн улттăмĕш суйлаври парламенчĕн спикерĕ кам пулассине татса пачĕç тесен те юрать-тĕр. Патшалăх Канашĕн çĕнелнĕ йышĕнче единороссен представителĕсем 36-ăн пулаççĕ те — çитес сессире конференцие пухăннисем сĕннĕ кандидат çĕнтересси иккĕленÿсĕр. Форумра малтанах РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне пĕтĕмлетнĕ. Пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: «Политика кĕрешĕвĕ хыçа юлчĕ. Халĕ суйлавçăсен наказĕсене пурнăçламалла. Çак тĕллевпе ĕçсен алгоритмне палăртмалла, программа хатĕрлемелле. Эпир хамăр çине пысăк яваплăх илтĕмĕр. Пирĕн республикăри пурнăç шайне çĕклемелле, граждансен тупăшне пысăклатмалла», - тенĕ. Суйлавра конкуренци пулчĕ. Сасăлав кăтартăвĕсемпе эпир Раççей субъекчĕсен хушшинче аван курăнатпăр. Дума суйлавĕн кăтартăвĕсемпе — 33-мĕш вырăнта. Чăваш Ен историйĕнче регионтан Думăна пилĕк депутат суйланни хальччен пулман. Республика Пуçлăхĕ «Единая Россия» представителĕсемпе кăна мар, ытти партирен суйланнă депутатсемпе те алла-аллăн ĕçлес тĕллевлĕ. Тĕп доклада вара партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тунă. Николай Владимирович палăртнă тăрăх — «ЕР» представителĕсем Патшалăх Думин депутачĕсен 343 мандатне çĕнсе илнĕ. Çакă — умĕнхи суйлаври Думăринчен 100 мандат нумайрах.  Федерацин пĕрлехи суйлав округĕпе партин Чăваш Енри сасăсен шучĕ 50,9% танлашнă, регион ушкăнĕн кандидачĕсем 8 мандат çĕнсе илнĕ. Çав шутра — списокра 5-мĕш позицире пулнă Алена Аршинова. Пĕр мандатлă 38-мĕш Шупашкар округĕпе сасăсен 46,77% пухса Леонид Черкесов çĕнтернĕ. Партин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнчи кăтартăвĕсемпе те мăнаçланма пулать. Единороссемшĕн суйлавçăсен 50,7% сасăланă. Пилĕк çул каяллахи суйлавра ку кăтарту 44,8% яхăн пулнă — ÿсĕм аванах.  Конференцире партин регион уйрăмĕ РФ Федераци Канашĕн членĕ пулма кама сĕнесси те уçăмланчĕ. Чăн та, кунта интрига текенни пулмарĕ: Вадим Николаев — ăнах сенатор тăвасшăн. Патшалăх Канашĕн Председательне суйлама вара Валерий Филимонов депутат кандидатурине сĕннĕ. Вăрттăн сасăланă. Фармаци сферинчен ПК спикерĕн пуканĕ çине куçакан Валерий Филимонов вара хăй председателе суйлансан ĕçре тăнăçлăхпа килĕшĕве, демократие тĕпе хума шантарнă. Сасăлав кăтартăвĕсем кĕтменлĕх пулман: конференцин  делегатĕсем Филимоновшăн ытларах сасăланă. Çавăн пекех партин регион уйрăмĕн политканашĕн йышне çĕнетнĕ. Çакнашкал ротаци — уставпа пăхнăскер, йыша çуллен 10% кая мар улăштараççĕ — кăçал та çак йĕркерен пăрăнман. Çапла вара Сергей Галкина, Георгий Егорова, Петр Столярова, Герман Борецкие йышран кăларнă, вĕсен вырăнне Евгений Автина, Владимир Башкирова, Валерий Клементьева, Юрий Петрова, Вячеслав Рафинова йышăннă. Партконференци Патшалăх Канашĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн суйланă кандидатурăна партин парламентри фракцине сĕннĕ. Фракци вара авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртекен сессире Валерий Филимонова спикера суйламашкăн тăратĕ. Вице-спикерсен, комитетсен должноçĕсене йышăнмашкăн камсене тăратассине те фракцире татса парĕç.  



28 сентября 2016
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter