Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Нефтьпе газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Нефтьпе газ промышленноçĕн ĕçченĕсем регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне питĕ пысăк тÿпе хываççĕ. Эсир тăрăшса ĕçленине, сирĕн профессионализм шайĕ пысăк пулнине кура отрасльте ырă улшăнусем пулса иртеççĕ, республикăра пурăнакансене газпа тивĕçтересси шанчăклă.

Чăваш Ен «Газпром» уçă акционер обществипе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Çак çыхăну тухăçлă пулнă май республикăра пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ.

Юлашки çулсенче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар районĕн газ валеçекен тытăмĕсен объекчĕсен строительствипе çыхăннă ĕçсене пурнăçланă. Çакă муниципалитетсенчи пурнăç пахалăхне çĕнĕ шая çĕклеме май пачĕ, инвестицисем илсе килмелли тата бизнеса аталантармалли шанчăклă никĕс пулса тăчĕ.

Шупашкар хулин Атăл леш енчи территорине газификацилени икĕ пин ытла çуртпа хуçалăха газпа тивĕçтерме, çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕхе, туризма, ачасем канмалли тата вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли никĕсе аталантармалли условисем йĕркелеме май парĕ.

Отрасль ĕçченĕсене ырми-канми ĕçшĕн чĕререн тав тăватăп. Ĕç сире савăнăç кăна кÿтĕр!

Сире çирĕп сывлăх, телей, мĕн пур пуçарура ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                       М. В. Игнатьев 



03 сентября 2016
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter