Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ватӑ ҫынсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ ветерансем!

Сире Ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эпир ҫак кун пирӗн хаклӑ ветерансене, хӑйсен пӗтӗм вӑй-халӗпе пӗ­­лӗв­не ха­лӑ­ха тата Тӑван ҫӗршыва халалланӑ, тивӗҫлӗ еткерҫӗсем пӑ­х­са ҫи­­тӗн­­тер­нӗ сум­лӑ ӗҫченсене, чыслатпӑр.

Ватӑ ҫынсен кунӗ – сирӗн ӗҫченлӗхӗрпе тӳсӗмлӗхӗре тепӗр хут пуҫ тайса хисеп тумалли, об­щест­вӑна аслӑ ӑру ҫыннисен ҫивӗч ыйтӑвӗ­сене тат­са па­рас­си ҫине тимлӗрех пӑхтармалли лайӑх мел.

Республикӑра 362 пин пенсионер пурӑнать. Вӗсенчен 250 пине яхӑ­нӑ­шӗ социаллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелӗпе усӑ курать. Ҫынсене медицина пу­лӑ­шӑ­вӗпе хӑйсем пурӑнакан вырӑнта тивӗҫтерессине йӗр­ке­лес ӗҫе уйрӑмах тим­лӗн пурнӑҫла­тпӑр. Ҫак тӗллевпе республикӑри район­семпе хуласенче ҫӗ­нӗ фель­д­шер­па аку­шер пун­к­чӗсем тата пӗтӗ­мӗш­ле практика вра­чӗн оф­и­сӗ­сем уҫӑ­лаҫҫӗ.

Ӗҫлес кӑмӑллӑ, республикӑн культурӑпа общество пурнӑҫне ха­с­тар­лӑн хутшӑнас текен ҫынсем валли эпир тивӗҫлӗ майсем йӗркелетпӗр. Чӑ­ваш Енре ҫулсерен 4 пине яхӑн ветеран компьютерпа усӑ курма хӑнӑхас ӑста­лӑхне ӳс­терет. Ватлӑх еннелле сулӑннӑ чылай ҫын физкультурӑпа та­та спортпа тус­лӑ. Ҫавнашкал нумай енлӗ ӗҫ-хӗл тата сирӗн пуҫарулӑхӑрпа хастарлӑхӑр пур­нӑҫ тӑрш­шӗне тата вӑ­рӑм ӗмӗрлӗ ҫын­сен шутне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. 

Хаклӑ ветерансем! Эпир ҫак ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ кун сирӗн юратӑвӑр, хӗрӳ чӗрӗрсемпе аллӑрсен ӑшши пирӗншӗн нимрен хаклӑ пулнине пур кӑмӑл­тан па­лӑртас тетпӗр! Пурнӑҫри пуян опытӑрпа пысӑк ӑсӑр сирӗн ачӑ­р­­сене тата мӑ­­ну­кӑр­сене, ҫамрӑк ӑрӑва тем пекех кир­лӗ!

 Сире пурсӑра та тӑван ҫӗре чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Вӑрӑм кун-ҫул, ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшпиллӗ юратӑвӗпе хисепне туллин туйма, ыр­лӑх тата тӑ­нӑҫ­лӑх сунатӑп!       

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                 М.Игнатьев



30 сентября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter