Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă

 Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа - вĕрентӳ тытăмĕнче коррупцине хирĕç йĕркеленĕ ĕçсем çинчен, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕплĕн паллаштарнă. Шкул пайĕнче ачасене коррупцине хирĕç пĕлӳ парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине, вĕрентекенсене воспитани парас ĕçре те пысăк вырăн йышăннине асăннă. Аслă классенче тата студентсем хушшинче тăтăшах профилактика ĕçне йĕркеленине, право хуралĕнче тăрăшакансем, тĕрлĕ влаçри ĕçченсем вĕсемпе тĕплĕ калаçу урокĕсем ирттернине каланă. Ку ыйтупа çирĕп йĕрке пулнине палăртнă Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев.  Республика Ертӳçи шкулти ĕçлекен шалу укçин хушма пайне  ӳстермеллине палăртнă.  «Муниципалитетсем шкул директорĕсене суйласа лартаççĕ. Вĕрентекенсен шалу укçин виçи кирлĕ пек шайра пулса пымалла, йĕрке пăсаççĕ пулсан, явап тыттармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Сăмаха май апат-çимĕç хакĕсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене сăлтавсăр ӳстерсе яма юраманнине асăрхаттарнă.  «Ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытмалла.  Хаксем пирки хыпарсем те уçăмлă пулмалла. Министерствăсен тĕллевĕ - муниципалитетсемпе пĕрле ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе пырасси. Пĕр сăмахпа каласан, йĕрке пулмалла.  Республика хыснин пĕрре виççĕмĕш пайĕ вĕренӳ тытăмне куçать.  Налук тӳлекенсен çакна лайăх ăнланмалла – укçа-тенкĕ ăçта тăкакланине», - тесе палăртнă регион Ертӳçи.  Калаçăва малалла И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров тăснă. Аслă пĕлӳ паракан учрежденире 2012-2016-мĕш çулсем валли йышăннă программа пирки каласа кăтартнă, ăна еплерех пурнăçа кĕртнипе паллаштарнă.   Ларура ертӳçĕсем регионта йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, ятарлă мерăсем йышăнса хăварнă. Ку хутĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси пирки те сăмах пуçарнă. Кăлтăксем тупнине анлăн пăхса тухнă.  Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе ĕçлекен фонд пайĕнче пĕтĕмпе 4185 объект шутланнине пĕлтернĕ.  2015-2016–мĕш çулсенче пурĕ 429 объект тĕпрен юсама палăртнине, ăна валли 607,8 млн тăкаклама йышăннине пĕлтернĕ. Паянхи куна калас пулсан, палăртнă ĕçсенчен пĕтĕмпе 98 процентне пурнăçланă.  Калăпăр, 2014-2015-мĕш çулсенче ирттернĕ ĕçсене тăтăшах Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ тухса тĕрĕслет. Халăх çăхавне шута илсе те тĕрĕслевсене йĕркеленине пĕлтернĕ Виктор Кочетков.  Чăваш Енри тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина хăйĕн докладĕнче тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Строительство организацийĕсен ĕç пахалăхне те шута илнĕ. Калăпăр, вĕсен служби Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче, Шупашкар районĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ 20 çурта тĕрĕсленĕ.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Вĕсем çак организацисем: «ИмиджСтройЭтика»  ТМЯО ертӳçи – Портнов Д.А; «Городские инженерные сети и системы»  ТМЯО ертӳçи – Федоров Г.В. (унăн учредителĕсем – Федоров Г.В, Федоров Д.Г.); «Торгово-промышленная компания «Премьер» ертӳçи – Мартыненко Д.Н (учредителĕсем – Мартыненко Д.Н., Сергеева Е.Л.). Михаил Игнатьев палăртнă организацисене çирĕп явап тыттармаллине асăрхаттарнă.  «Строительство организацийĕсем яваплăха туйманни сисĕнет. Вĕсен хăйсен ĕçне таса чунпа пурнăçламалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ сăмаха малалла тăсса. Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсемпе ĕçлекен фондăн ертӳçине Олимпиада Епифановăна асăрхаттарса хăварнă.   Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Улатăр хулипе район администрацийĕсем коррупцине хирĕç кĕрешессипе еплерех ĕçсене пурнăçласа пынине тишкернĕ, çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ чухне çирĕп йĕрке пăхăнса пыма сĕннĕ. Конкурс ĕçĕсене пĕтĕмпех уçăмлăн ирттермеллине каланă.     Тĕплĕнрех 



30 сентября 2016
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter