Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Елчĕк районĕнче пулнă

 


Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Елчĕк районĕнче пулнă. Çветтуй  Тасаран та таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕпе чиркӳ уçнă çĕре хутшăннă. Чиркĕве халăх пĕрле пухăнса, кивĕ çуртран çĕннине хăпартса лартнă.  Храма Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополитчĕ Варнавăпа Канаш тата Тăвай Епископĕ Стефан çутатнă, ятарлă кĕлĕ вуланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чиркĕвĕн строительство ĕçне таса чунпа хутшăнса витĕм кӳнисене чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  «Чăваш Енре тĕрлĕ тĕн халăхĕ пĕр шухăшлă пулса килĕшсе пĕрне пĕри хисеплесе пурăнать. Таса кăмăл туйăм пире малашне те республикăна аталанса пыма вăй-хăват кӳрĕ», - тенĕ регион Ертӳçи.    Муниципалитетра пурăнакансене тăван тавралăха, тăван çĕре хисеплесе пурăннăшăн тав тунă. «Елчĕк халăхĕ яланах ĕçченлĕхпе ыттисенчен палăрса тăнă. Палăртма кăмăллă, районта ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене пурне те пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Паянхи çамрăка та, эсир ĕçе вĕрентме пулăшса пыратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çак кун районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул-йĕр ыйтăвĕсене те хускатнă, Аслă Елчĕк салинче,  Яковлев урамĕнче саракан çулăн объектне курса хакланă.  Строительство ĕçне «ДПМК «Яльчикское» ТМЯО пурнăçлать. Республика тата вырăнти бюджетран 6,6 млн тенкĕ тăкакланă. «Эпир ялсенче çул-йĕр саратпăр, çынсен лайăх çулсемпе çӳремелле, пурнăç хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар. Паян çамрăксем яла юлчĕр тесе, кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн пирĕн тăрăшмалла. Ял хуçалăх, экономика аталанăр тесе çине тăмалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ялти староста Елизавета Ахмерова, вырăнти халăх ячĕпе республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек хăтлă условисем йĕркелесе панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Ялта пурнăç ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех, резина атăсемпе пылчăк çăрса çӳреместпĕр», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак кун район ертӳçипе Петр Скворцовпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ, муниципалитетăн чи актуаллă ыйтăвĕсене пăхса тухнă, малашлăх тĕллевĕсене сӳтсе явнă, вырăнти халăхпа районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ.  Районта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерессипе нимĕнле йывăрлăх та çук, шкулсенче йĕрке хуçаланать, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă.  Палăртма кăмăллă, кăçал уй-хиртен тыр-пула нихçанхичен те ытларах пухса кĕртнĕ, кăтарту 61140 тоннăпа танлашать. «Ку çав тери пысăк çитĕнӳ. Совет саманин тапхăрĕнче те кун пек кăтарту нихăçан та пулман», - тесе каланă Михаил Игнатьев, малашне те производствăна çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме каланă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Бюджетра 7,2 млрд халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама уйăрса хăварнине палăртнă. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳресси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  Кăтартăва пăхас пулсан, кăçал 2015 çулхипе танлаштарсан, 34 процент нумайрах укçа-тенкĕ уйăрнă.  Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен ытларах чарăнса тăнă, тĕп ӳсĕмсем пирки каласа кăтартнă.   Районта тăрăшакансен тĕллевĕ – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси пулнине асăннă. Çамрăк специалистсене предприятисене явăçтарассипе те сахал мар ĕçленине каланă. «Земски тухтăрĕ» программăпа килĕшӳллĕн, района 10 врач килнĕ, кăçал тата та 2 врач авăн уйăхĕнчен ĕçлеме килесси паллă.  Палăртма кăмăллă, муниципалитетăн çур çулти  ӳсĕмĕ çителĕклĕ, ял хуçалăх таварĕсене тирпейлессин кăтартăвĕ хăпарнă 104,7 процентпа танлашать.   Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов докладра ытларах предприятисемпе организацисенче çынсене сăмах вĕççĕн ĕçе илни пирки, ку енĕпе лару-тăрăва çивĕчлетме сĕнсе хăварнă.  Районта 19 организаци хăй патĕнче ĕçлекенсене сахал ĕç укçипе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Вĕсем: Г.В.Иванова, И.П.Падуев, Н.А.Герасимова, Н.В.Хушкина, Б.И.Тихомиров, П.М.Дудкин, Р.М.Багаутдинов ИПсем, «Производственно-коммерческая фирма «Престиж» (учредителĕ А.И.Григорьева) тата та ытти предпринимательсем.   Çаксем пĕтĕмпех налуксем тӳлессинчен хăраса, усал схемăсемпе ĕçленине çирĕплетеççĕ тесе палăртнă ертӳçĕсем. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра муниципалитетăн пĕрлештернĕ бюджечĕ çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 173,3 млн танлашнине пĕлтернĕ. Районăн транспортшăн пухăнакан налук сахал пулнине, пурлăхшăн тата çутçанталăк ресурсĕсемпе усă курнăшăн та пуçтарăнакан налуксем нумай мар пулнине асăнса хăварнă.  Пурĕ республика хыснинчен муниципалитета кăçал çур çулта 131,9 млн тенкĕ куçарса панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Лаш Таяпа салинче чиркӳ уçăлнă ятпа канашлăва пухăннă çынсене ăшшăн саламланă. «Районăн çитĕнĕвĕсем пурне те хавхалантараççĕ, кунти халăх ĕçлеме пĕлет», -  тенĕ вăл. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Комитет председателĕ Петр Краснов пур влаçра тăрăшакансем те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те татса парассипе тухăçлă ĕçленине каласа хăварнă.  Вĕренӳ ветеранĕ, «Хисеп палли» орден кавалерĕ Ольга Миронова, ватăсен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне муниципалитета аталанса пыма кирлĕ пек пулăшу кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Хисеплĕ Михаил Васильевич, Сире халăх ĕненет, Сире  çынсем шанаççĕ. Халăх хуçалăхне çирĕп тытса пыратăр.  Çулран çул ялти пурнăç ырă енне улшăнса пырать.  Çулсем хута каяççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ фермăсем çĕкленеççĕ. Пире, ветерансене, çак ӳсĕмсене курма питĕ кăмăллă», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

 Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев региона килсе çакланнă африкан чуми пирки те сăмах пуçланă. Асăннă инкеке сирсе ярассипе республикăра йышăннă планпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕçе пурнăçласа пынине пĕлтернĕ.   «Социаллă сферăра пурлăхпа техника бази пуянланса пырать. 2025 çул тĕлне 32 шула реконструкцилеме палăртса хунă. Лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тапхăр-тапхăррăн ĕçлесе пырăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Бизнеса аталанса пыма условисем, пысăк технологисем вăй илсе пыраççĕ, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин çĕршывра тăнăçлăх хуçалантăр тесе çирĕп йышăнусем тăвать. Пирĕн вара пурсăмăрăн та пĕр ĕç – вăл лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тăрăшса тухăçлă ĕçлесе пырасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Канашлура яланхиллех ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



05 сентября 2016
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter