Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

«18 млн 239 пин тенкĕ Пăрачкав районне африкан чумипе тăкак тӳснĕшĕн укçан 534 çынна пулăшу куçарса панă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи ĕçлĕ канашлăва уçнă май. Яланхиллех кашни эрнере пулакан планеркăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата тĕрлĕ службăсен ертӳçисем хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен  халăх валли 23 млн 403 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 3 млн Пăрачкав администрацийĕ, 2 млн та 164 пин Улатăр район администрацийĕ укçана куçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пур службăра ĕçлекенсене те яваплăха туйнăшăн, кирлĕ пек мерăсем йышăннăшăн тав тунă. Сăмаха май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – экономика министрне Владимир Аврелькина, регионта чрезвычайлă лару-тăру пулнине кура, хăш-пĕр предпринимательсем сысна какайне 6-9 процента çити ӳстерсе янине пăшăрханса каланă.  Палăртнă министерствăна ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă. Паянхи куна пурĕ 280,8 пин гектар çинчен пăрçа тата пăра йышши культурăна пухса кĕртнĕ.  Уйран тĕш тырăна Улатăрсем, Патăрьелсем, Йĕпреçсем, Канашсем, Куславккасем, Каçал енсем, Сĕнтĕрвăррисем, Вăрмарсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем пĕтĕмпех пухса илнĕ. Кĕрхи курăка акса хăварма 91 пин га çĕр хатĕрленĕ, 75 пин га çинче тырăна акса хăварнă, 59,5 пин га çĕртме тунă. Михаил Игнатьев аграри ĕçченĕсене  вăхăтра вырма ĕçĕсене вĕçленĕшĕн тав тунă. Елчĕк районĕнчи тухăç пирки чарăнса тăнă, гектартан 28 центнер пухса кĕртнине пĕлтернĕ.  «Ку çитĕнӳ патне ытти хуçалăхсен те туртăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Уй-хир ĕçĕсене вĕçлемен хуçалăхсене пулăшу кӳме сĕннĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ «Кĕр парни -2016» ятарлă акци пирки чарăнса тăнă. Регионта çак ĕçе çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланă. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен ертӳçисене ял хуçалăх таварĕсене сутма кирлĕ пек условисем йĕркелесе памаллине çирĕп каланă. Ватăсене киле çити таварсене илсе çитерсе пама та условисем пулмаллине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăха социаллă пулăшу пама, ЖКХ тарифĕсене тӳлеме субсидисемпе тивĕçтернине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пулăшăвне пурĕ 309 пин çын илет. Кăçал çынсене укçан пулăшупа тивĕçтерме пурĕ 680 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче ялти учительсен пĕтĕм Раççейри III Съезчĕ пулнине пĕлтернĕ.  Пурĕ пирĕн региона 250 çын килесси хальлĕхе паллă.  Ун чухне РФ вĕренӳпе наука министрĕ Ольга Васильева килĕ.  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри  тĕрлĕ халăхсен Съезчĕ пулассине палăртнă. Пурĕ 650 делегат тата 200 ытла хăна килсе çитессине пĕлтернĕ. Паллă пулăма Раççейри халăхсен Ассамблейĕн Канаш Председателĕ Светлана Смирнова килме кăмăл тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ мероприятине питĕ йĕркеллĕ ирттерме чĕнсе каланă.  «Çакнашкал пулăм пирĕн тăрăхра пуçласа иртет. Чăваш культуришĕн, историйĕшĕн асра юлĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.



05 сентября 2016
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter