Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăл салинче СССР летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 87 çул çитнине халалласа митинг ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăл салинче СССР летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 87 çул çитнине халалласа митинг ирттернĕ.    Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кунĕ тата унăн амăшĕ Анна Алексеевна 116 çул çитнине халалласа иртекен пулăм çитĕнекен ăрушăн питĕ пархатарлă пулнине, тĕнчипех паллă космонавтăн ячĕ ĕмĕр асран тухманнине çирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев митингра пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май. «Анриян Григорьевич Николаев хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Пурнăç çулне тĕрĕс шыраса тупнă.  Шкулта тарăн пĕлӳ илнĕ, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Чăннипех те, çав тери паллă летчик-космноват пулса тăнă.  Вăл тăван çĕре хисепленĕ, ашшĕ-амăшне юратнă, аслă çынсемпе ĕмĕрех тарават калаçнă», - тенĕ мероприятисене пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Палăртма кăмăллă, паян пиншер ача ун пек пулассишĕн пĕтĕм чунтан ĕмĕтленет.    «Çулсерен яш-кĕрĕм çар аслă шкулĕсене вĕренме кĕрет. Вĕсем Тăван çĕршыва юратнине ĕненетпĕр. Тен, кам та пулин, Андриян Николаев пек паттăр ĕç тăвĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников хăйĕн сăмахĕнче, Андриян Николаева пула, чăваш çĕрĕ чапа тухнине, тĕнчипе паллă пулнине асăннă.  «Тĕлĕнмелле пысăк тавра курăмлă çын. Вăл чăваш пулнă, пуринпе те ăшпилсе калаçнă», - тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Комитет председателĕн çумĕ Елена Николаева шкул ачисене спортпа туслă пулма чĕнсе каланă. Ун чухне çитĕнӳ тăвасси те куçкĕретех пулĕ.  «Пурнăçлайман ĕç пачах та çук. Кирлĕ пулсан, тĕнче уçлăхне те вĕçме пулать, Олимп чемпионĕ ята та, чаплă инженер та пулма пулать», - тенĕ. Митинг вĕçленнĕ хыççăн, хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕр минутлăха шăплăха тытса чĕрĕ чечексем унăн вилтăпри çине хунă. Тĕплĕнрех

 

 



05 сентября 2016
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter