Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсем умĕнче «Чăваш Республикин пуласлăхри çул-йĕр аталанăвĕ» ятлă темăпа лекци ирттернĕ

 


Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсем умĕнче «Чăваш Республикин пуласлăхри çул-йĕр аталанăвĕ» ятлă темăпа лекци ирттернĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 87 çул çитнине халалласа торжествăлла митинг пулнине пĕлтернĕ. «Андриян Николаевăн паттăрла ĕçĕ çитĕнекен ăрушăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Вăл мĕн ачаран пĕлӳ патне туртăннине, шкулта пиллĕк паллăсемпе çеç вĕреннине асăннă. Çамрăклах пурнăç çулĕ çине тăрса, хăй çине пысăк яваплăх илнĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма пĕлни, ăна тĕнче уçлăхне вĕçме вăй-хăват панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пысăк профиллĕ вĕрентӳ центрĕ пулнине палăртнă. Республикăри аслă шкулсенчен чи пысăккине, учрежденийĕн пурлăхпа техника бази пуян пулнине каланă. Çитĕнекен яш-кĕрĕме республика Ертӳçи çемье пуянлăхне тытса пырса, аслисене хисеплеме, йăла-йĕркене упрама вĕренме сĕннĕ.  Михаил Игнатьев студентсене регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Республикăри сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăхĕ, вĕренӳпе культура аталанăвĕсем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Регионта кулленех çĕнĕ производствăсем хута кайнине кура, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем халăх валли йĕркеленнине палăртнă, çынсем лайăх ĕç укçине илнине асăннă.  Палăртма кăмăллă, енчен те маларах халăх пирĕн регионтан ытти хуласене ĕç шыраса тухса кайнă пулсан, халĕ вĕсем каялла тăван республикăна таврăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене валли кунта пĕтĕмпех кирлĕ пек условисем çителĕклĕ, пурăнма лайăх. Бизнеса аталанса пыма та питĕ меллĕ. Ахальтен мар пулĕ, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, пирĕн республика маларах 9-мĕш вырăнта çеç тăнă пулсан, халĕ 6-мĕш хисеплĕ вырăна çĕнсе илнĕ. Бюджет пирки калас пулсан, вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ. Кашни тенкĕ патшалăх программисемпе килĕшӳллĕн тăкакланать. Граждансем валли бюджет, Чăваш Ен порталĕ çĕршыври чи лайăх вунă проект шутне кĕнĕ. Финанспа тухăçлă тата уçăмлăн усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Халăхăн сывлăхне упрасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Пысăк технологиллĕ медицина вăй илсе пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн  тĕп врачĕ Николай Николаев хăйĕн сăмахĕнче яшсемпе хĕрсене общество пурнăçне активлă хутшăнма чĕнсе каланă.  Пĕлӳ пурнăçра питĕ пысăк  вырăн йышăннине палăртнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева аслă шкула аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Ачасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене ертӳçĕсене панă. Паянхи яш-кĕрĕме ытларах инфратытăм, социаллă пулăшусем, çамрăксене валли уйăракан тĕрлĕ грантсем кăсăклантарнă, ертӳçĕсем ачасен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем панă. Тĕплĕнрех

 



06 сентября 2016
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter