Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова пулнă

 


Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле вĕсем Хулари 1-мĕш больницăн пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн 2-мĕш уйрăмне тата  Хулари ача-пăча 3-мĕш больницин поликлиникине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Çак икĕ объект пĕр çуртра вырнаçни, Алькеш микрорайонта пурăнакансемшĕн питĕ меллĕ.  Палăртса хăваратпăр, 2015-мĕш çулта Хулари стоматологи поликлиники уçăлнă пулнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрне Вероника Скворцовăна, региона тăтăшах пулăшу кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, пурне те çак паллă пулăмпа саламланă, республикăри влаç тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн, çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси - тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă. «Микрорайонта пурăнакансем пирĕн патне тăтăшах тĕрлĕ сĕнӳсемпе тухрĕç. Поликлиника уçма май пулмĕ-ши тесе ыйту хускатрĕç. Эпир çак çурта туянса, ăна тĕпрен юсарăмăр. Халĕ кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен пысăк медицина технологи хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, ачасем, аслисем те туххăмрах медицина пулăшăвне илме пултараççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова хăйĕн саламĕнче çак поликлиникăра пысăк тавракурăмлă ăста специалистсем ĕçлессине шанса каланă. Чăваш Республикин тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ пирки те чарăнса тăнă: «Республикăри пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ – Раççейре чи пĕчĕккисенчен пĕри тата ăна тĕнчери малта пыракан çĕршывсен кăтартăвĕсемпе танлаштарма та пулать», - тесе палăртнă сумлă хăна, çак кăтарту – медицинăра тăрăшакансем  хăйсен ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланине çирĕплетет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Юлашки виçĕ çулта республикăра халăх нумай çул пурăнни пурне те савăнтарать. Вăраха чире кайса аптракансен шучĕ те пĕчĕкленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Çитĕнӳсем, паллах,   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич асăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытнипе, сывлăх сыхлавĕнчи кашни ыйту çине тимлĕх уйăрнипе пулса пыраççĕ тенĕ Вероника Скворцова. «Эпир, Чăваш Ен çирĕп аталанса пыракан регион пулнине пурте курса ĕнентĕмĕр. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе халăха тивĕçтерни те куçкĕретех», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Çак палăртнă объектăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ кăна пулмалла мар, халăха  валли профилактика ĕçĕсене те йĕркелемеллине асăннă РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ.

 Нумай ача амăшĕ Наталья Тимакова, Алькешре пурăнакансен ячĕпе, Раççейри Сывлăх сыхлавĕн министерствине, республика Правительствине чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Эсир, пирĕн сĕнĕве шута илтĕр. Чăннипех те, поликлиникăра хăтлă, таса, çутă, условисем çителĕклĕ», - тесе палăртнă хăй шухăшне. Сумлă хăнасем ятарлă медицина пӳлĕмĕсене пăхса тухнă, условисемпе кăсăкланнă.    Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова регионта медицина епле аталанса пыни пирки кĕсен каласа хăварнă, малашлăхри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Хулари 1-мĕш клиника больницин тĕп врачĕ Наиля Зинетуллина çĕнĕ информаци технологийĕсемпе хăнасене паллаштарнă.  Хулари ача-пăчасен 3-мĕш больницин тĕп врачĕ Михаил Михайлов асăннă учрежденире пĕтĕмпе  çемье врачĕ - 8, педиатр-врачсем 6-ăн ĕçленине пĕлтернĕ. Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ  Владимир Викторов тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕсем пирки каласа хăварнă. «Сирĕн, Чăваш Енре пурăнакансене илĕртӳллĕ, шап-шурă шăлсем кăтартса çӳреттерессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ  Владимир Викторова сумлă хăна.   Паян Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова медицина учрежденийĕсене пысăка хурса хакланă, условисем тĕлĕнмелле лайăх пулнине палăртнă. Тĕплĕнрех

 



06 сентября 2016
18:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter