Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн аталанăвне Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ

 Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикине официаллă визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ. Унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн çумĕсем Татьяна Яковлева тата Наталья Хорова пулнă. Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, регионта сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.   Вероника Скворцова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн аталанăвне Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ. Регионта медицинăна аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Тавах, Сире медицинăри кашни  ĕçе тĕрĕслевре тытнăшăн. Паллах, каласа хăвармалла вĕт-шакăр ĕçе те аякка тăратса хăварманни курăнать. Тепĕр тесен, медицинăри ĕçе вĕт-шакăр теме те хĕн», - тенĕ сумлă хăна.   Михаил Игнатьев республикăри медицина пайĕнчи уйрăм çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă. Патшалăх политикине çирĕп тытса пынине кура, Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, нумай çул пурăнакансен йышĕ те куç кĕретех ӳснĕ.  Республикăри пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ – Раççейре чи пĕчĕккисенчен пĕри тата ăна тĕнчери малта пыракан çĕршывсен кăтартăвĕсемпе танлаштарма та пулать. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствине онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне туса пĕтерме федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕпе пулăшу кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Правительство ячĕпе Михаил Игнатьев тав тунă. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн юрăхлăхне ӳстерес тĕлĕшпе малалла ĕçлеме пысăк тĕллевсем лартнине, медицинăра инфратытăм вăй илнине, фельдшерпа акушер пункчĕсем тăтăшах хута кайнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче 100 ФАП хута ярассипе йышăннă программа пĕлтĕр пĕтĕмпех пурнăçланнă, анчах та халăх сĕнĕвне шута илсе,   2016-2019 çулсенче регионта тата та 100 ФАП çĕклесе лартма тĕллев лартнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана.

  



06 сентября 2016
12:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter