«Онкологи» профилĕнче медицинăра çĕнĕлле пулăшу пама ирĕк паракан центр пулма Чăваш Ен чăннипех те тивĕçлĕ», - палăртнă Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова

Республикăри онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне уçнă çĕре Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ. Пысăк пулăмра унпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти официаллă çынсем пулнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, çак объект пуриншĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Онкологи чирĕпе аптракансене валли сиплев учрежденийĕнче условисем çав тери лайăх пулнине палăртнă.  Малашне çак диспансерта çулталăкне вун икĕ пине яхăн операци тума та май пулассине асăннă, регион сывлăх сыхлавне аталантарассипе йышăннă федераци программине хутшăннине пĕлтернĕ. Çак пысăк объектшăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина, Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрне Вероника Скворцовăна мĕнпур халăх ячĕпе чĕререн тав тунă.  Республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусне хута яма федераци хыснинчен 363,5 млн тенкĕ куçарса пани çав тери пысăк пулăшу пулнине асăннă. Шыçă чирĕсемпе аптракансене малашне вăхăтра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме условисем çителĕклĕ пулнине палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.  «Раççейре медицина вăйлă аталаннă! Тухтăрсем, çынсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн ырми-канми, пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса ĕçлеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, республикăра демографи лару-трăвĕ ырă енне улшăнса пынине, нумай çул пурăнакансен йышĕ куçкĕретех ӳснине пĕлтернĕ.  Çемьесем нумай ачаллă пулни, пурне те хавхалантарать.

 Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова, Чăваш Ен халăхне çак паллă пулăмпа саламланă, медицинăра вăй хуракансене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Юлашки çулсенче Чăваш Енре медицина çав тери ăнăçлă аталанать. Нумай çул пурăнакансен йышĕ ӳссе пыни паха. Раççейри 85 регион хушшинче, Чăваш Республикин пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ пĕчĕк. Çакă çав тери пысăк çитĕнӳ», - палăртнă Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова.  Шыçă чирне малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртсан, çынсен пурăнаслăх ĕмĕрĕ вăрăмланассине каланă Министр, анчах та асăннă ыйтупа çав тери яваплăха туйса ĕçлемеллине асăрхаттарнă. Сăмаха май, сумлă хăна, Чăваш Енре онкологи чирĕсемпе кĕрешессипе медицинăра тăрăшакансем, çӳллĕ шайра ĕçлесе пынине палăртнă.  «Регионта онкологи чирĕпе чирлисене вăхăтра тупса палăртас ĕçĕн кăтартăвĕ паха. Пĕтĕмĕшле 24 процент пулни те çакнах çирĕплетет. Шыçă чирне малтанхи тапхăртах тупса палăртассин кăтартăвĕ вара, 53-54 процентпа танлашать. Апла пулсан, чирлисен вăхăтра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене илме май пур», - тесе каланă вăл.  «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, радиологи корпусне хута янă. Малашлăхра онкологи чирĕпе тата та вăйлăрах кĕрешмелли меслетсем  пуласси пирки чарăнса тăнă сумлă хăна. 2018 çулта пысăк технологисем вăй илессине, ядерлă медицина пуласси пирки те асăннă. «Эпир пĕрле медицинăна аталантарассишĕн ĕçлĕпĕр. Онкологипе кĕрешмелли ятарлă центра Чăваш Енре  нимĕн иккĕленмесĕрех йĕркелеме пулать, условисем пĕтĕмпех пур», - тенĕ вăл. «Эпир сирĕн ӳсĕмсемпе мăнаçланатпăр. Малашлăхра тата та ĕçлемеллисем пур-ха. Патшалăхăн сирĕн патăра тĕрлĕ ресурссем яма сăлтавĕ пур, эсир тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Кĕске вăхăт хушшинче, çакăн пек пысăк объекта хута яни те, çитĕнӳсене çирĕплетсе парать», - тенĕ Министр.  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ырă сăмахсемшĕн тав тунă.  «Михаил Васильевич, Сире, Чăваш Ен Пуçлăхне, сывлăх сыхлавĕнчи кашни ыйтăва тимлĕн пăхса, вăхăтра татса парассишĕн тăрăшнăшăн уйрăмах пысăк тав», - тенĕ сумлă хăна. Ертӳçĕсем çак кун сиплев учрежденийĕн çĕнĕ корпусне пăхса çаврăннă, условисемпе паллашнă, тухтăрсемпе курнăçнă.

 Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре медицинăна аталантарассипе йышăннă ĕçсем пирки кĕскен каласа кăтартнă. Республикăри онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева, медицина учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, çĕнĕ технологисем пирки чарăнса тăнă. Çак кун «çавра сĕтел» мелĕпе уçă калаçу ирттернĕ пысăк хăнасем, Чăваш Республикинче медицинăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă, пуласлăх тĕллевĕсем пирки калаçнă.  Тĕплĕнрех



07 сентября 2016
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter