Республикăри онкологи клиникин диспансерĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе уçă калаçу иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова тата ытти официаллă çынсем хутшăннă

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Республикăри онкологи клиникин  диспансерĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе уçă калаçу иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.   Чи малтанах тĕплĕ калаçăва пуçличчен,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионта халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесе, сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине палăртнă, пысăк витĕм кӳнĕшĕн Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрне Вероника Скворцовăна пысăк тав сăмахĕсем каланă. 

РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова республикăра медицина пайĕнчи инфратытăм аталаннине пысăка хурса хакланă. «Паян, Чăваш Республикинче пулса курни, çак çитĕнӳсем, пире пурне те савăнтарчĕç.  Чăннипех те, медицина çав тери çирĕп аталаннине курса ĕнентĕмĕр», - палăртнă сумлă хăна. Сăмаха май, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине тепĕр хут палăртса хăварнă. «Чăваш Енре пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар, ку сирĕн пысăк çитĕнӳ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Тепĕр пысăк кăтарту - регионта чĕре чирĕсемпе аптраса вилнисен шучĕ чакни пурне те хавхалантарать. «Пур çĕрте те йĕрке сирĕн, кăтартусем çав тери паха», - тенĕ Министр, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерствине.   «Медицинăна аталантарса пымалли çирĕп йĕрке пур. Тĕрлĕ сиплев, профилактика учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлени куçкĕретех.  Мана, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, медицинăри пур ĕçе те пĕлсе тăни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе ячĕ, çав тери ăста çын», - тенĕ РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ.   Республикăри ялсенче ФАПсем, поликлиникăсем  хута кайнине  те ырланă вăл.  «Хăтлă поликлиника уçрăмăр, çĕршыври чи лайăххи. Кун пеккине ытти регионсенче курман. Çĕнĕ технологисене пĕтĕмпех тĕпе хурса ĕçе кĕртнĕ. Аслисем, ачасем валли те условисем çителĕклĕ. Ку чи кирли», - тенĕ Министр. «Онкологи диспансерĕ тĕнчери малта пыракан центрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни мана савăнтарчĕ», - пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна.  «Медицинăра тăрăшакансем пысăк профессионалсем пулнине курса ĕнентĕм, тĕнче шайĕнче ĕçлекеннисенчен нимĕнпе те уйăрăлса тăмаççĕ. Эсир паха ĕç туни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пуриншĕн те. Сире чыс та мухтав!», - тенĕ вăл.  

 Тĕплĕ калаçăва малалла Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тăснă, регионти медицина пайĕнчи ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе сахал мар ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ. Предприятисемпе организацисенче çемье сывлăхне упрассишĕн ятарлă профиль йĕркеленине, проект пурнăçа кулленех кĕрсе пынине асăннă министр.  Çак ĕçсене РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова ырланă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни – пуриншĕн те усăллă тесе сăмаха малалла тăснă. Çынăн сывлăхĕ лайăх пуласси шăпах та 50-60 процент çак ĕçрен пĕтĕмпех килнине каланă.  Регионти  ырă ĕçсем пирки Вероника Скворцова, РФ Правительствин Председательне Дмитрий Медведева каласа кăтартассине пĕлтернĕ.

 Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тачă çыхăнса ĕçлени – çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçре пысăк витĕм кӳнине каланă. «Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин, пирĕн ума çирĕп тĕллевсем лартать, эпир вĕсене пурнăçлассишĕн çине тăрсах ĕçлĕпĕр, çынсен пурнăçне сыхласа упраса хăварассишĕн тăрăшăпăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне республика Пуçлăхĕ.  РФ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Онкологи диспансерĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ информаци технологийĕ вăй илнине пĕлтернĕ, çав тери «ăслă» корпус тесе хакланă сиплев учрежденине,  Раççейри ытти центрсемпе те тачă çыхăнура тăнине асăннă.  «Çак центрта шыçă чирĕсене сирсе яма пур медицина хатĕрĕсем те хальхи пурнăç саманипе тӳр килеççĕ. Малашлăх тата та вăйлă пулассине икĕленместпĕр.  Сирĕн çав тери чаплă диспансер. Çĕршыври ытти центрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ку вара чи пахи», - тенĕ РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова. Тĕплĕнрех



07 сентября 2016
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter