Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУО ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ.  «АБС Электро» ушкăн компанийĕн президенчĕ Ненад Попович республика Пуçлăхне предприятире калăпланса тухакан таварсемпе паллаштарнă. «Роснефть» компани валли вĕсен организацийĕ ятарлă хатĕрсем тирпейлет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ таварсене пысăка хакланă: «Эсир паха таварсем кăларнишĕн, эпир савăнатпăр.  Раççей рынокĕнче хисеплĕ вырăн йышăнни те куçкĕретех», - тенĕ.  Хăнасене Ненад Попович завод ĕçĕпе паллаштарнă, кĕскен таварсем пирки каласа кăтартнă.  Паянхи куна ытларах тĕрлĕ хатĕрсене Африкăна, Азин Кăнтăр хĕвел тухăçне тата та ытти çĕршывсене хатĕрлесе ăсатнине пĕлтернĕ.   Сăмаха май, Ненад Попович организацийĕн çитĕнĕвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Паянхи куна предприятире пурĕ 700 яхăн çын ĕçлет. Вăтамран вĕсен шалу укçийĕ 32 пинпе танлашать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятире ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Евгений тата Татьяна Кариковсем предприятире вунă çул ытла тăрăшаççĕ. «Тавар тирпейлĕ калăпланса тухсан, чун савăнать тата та ытларах ĕçлеме вăй-хăват ӳсет», - тесе пĕлтернĕ республика ертӳçине хăйсен шухăшĕсене.  Кунта тăрăшакансене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарнă:çул-йĕр, вĕренӳ, ЖКХ тата ытти те. Ку хутĕнче калаçăва пухăннисем «Пик-1» управляющий компани ĕçĕ пирки сăмах пуçарнă. Хула ертӳлĕхне тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен организацисене вăхăтра явап тыттарма асăрхаттарнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ку ыйтăва право хуралĕнче тăрăшакансем патне илсе çитернине асăннă.   Хулара пурăнакансенчен кашни тăваттăмĕшĕ, ЖКХ пайне тӳлеме, патшалăх енчен пулăшусемпе усă курать. Ăна валли республика хыснинче 34 процент ытла укçа-тенкĕ пĕлтĕрхинчен нумайрах уйăрса хăварнине каланă регион Пуçлăхĕ.  



07 сентября 2016
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter