Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наукин центрĕн директорĕ Михаил Давыдов профессор пулнă

Оригинал. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев, тĕнчипе паллă онколога, чăваш çĕрĕ çинче кĕтсе илме питех те кăмăллă тата пысăк хисеп пулнине асăннă, пĕр-пĕринпе тухăçлă килĕшсе ĕçленĕшĕн, сумлă хăнана тав сăмахĕсем каланă.  «Пĕлтĕрхи çул  пирĕн палăртнă ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçланчĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енри тухтăрсем Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наукин центрĕнпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтернĕ.

«Хирургический корпус онкологического диспансера — лучший образец, который нужно тиражировать», — главный онколог Минздрава России Михаил Давыдов


Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наукин центрĕн директорĕ  Михаил Давыдов профессор килсе çитнĕ

Чăваш Республикинче ĕçлекен онкологи службин кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланă Михаил Давыдов. Малашне те Раççейри ытти специалистсем Чăваш Енри медицина ĕçченĕсемпе килĕшсе, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашса пыма хатĕррине асăннă.   «Сирĕн кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕçлет. Ытти регионсемпе танлаштарсан, республикăри пур тытăмри сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Хирĕçлев çук, пĕрне пĕри пулăшассишĕн тăрăшатăр. Ку вара чи пахи.   Сирĕн пĕрлехи ушкăн çирĕп тытăнса тăрать», - тенĕ сумлă хăна сăмаха малалла тăснă май.  «Командăн пĕр тĕллев – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси», - тенĕ  Михаил Игнатьев, юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн пайĕнче çав тери ырă улшăнусем пулса иртнине палăртнă. «Çынсем диспансеризаци тухни, медицинăра вăй хуракансем пысăк профессионалсем пулни, çаксем пĕтĕмпех ырă çитĕнӳсем», - тенĕ. Михаил Давыдов регионăн çитĕнĕвĕсене ырланă.  

Паян, сумлă хăна Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле, Республика клиникин онкологи диспансерĕн хирурги корпусне те çитсе килнĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева хăнасене сиплев учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çĕнĕлĕхсем пирки каласа хăварнă. «Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан объект, Европа шайĕнче. Çав тери илемлĕ, условисем лайăх, пысăк пилотаж», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна Михаил Давыдов. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене хăнасем  курса ĕненнĕ. Республикăри онкологсем чирлĕ çынсене сиплессипе çыхăннă чи кăткăс ыйтусен хуравне, телемедицина технологийĕсемпе усă курса, Мускав специалисчĕсенчен консультаци пулăшăвне те туххăмрах илни çав тери паха.  Шупашкарти онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ онкологи чирĕсенчен сипленмелли ытти учрежденийĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ РФ сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ Михаил Давыдов.   «Кун пек пысăк ĕç пирки ыттисене те кăтартса памалла. Тухăçлă ĕçлени куçкĕретех», - тесе каланă сăмаха тăснă май хăна.  Çакăн пек пысăк ĕç пулма та пултарайман пулĕччĕ, енчен те республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçаруллă, витĕм кӳмен пулсассăн. Эпĕ питĕ лайăх ăнланатăп, вăл пур ыйтăва та çивĕч тĕрĕслесе тăрать. Пĕрремĕш утăмсенче те пуçласа иксĕмĕр пĕрле йышăну турăмăр. Ку, паллах, тахçанах  та мар, анчах та паян, çакăн пек илемлĕ ирĕртӳллĕ çурт ялкăшса та ларать. Шанатăп, Сире халăх пысăк тав сăмахĕсем калассине», - палăртнă вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕ    çакăн пек пархатарлă сăмахсемшĕн тав тунă. «Пире, Эсир пысăка хурса хаклани çав тери кăмăла çĕклет. Медицинăра тăрăшакансене малашне тата та паха пулăшусемпе халăха тивĕçтерме вăй-хăват кӳрет», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва республика Пуçлăхĕ.  Палăртса хăваратпăр, онкологи диспансерĕнче пысăк специалистсем Чăваш Енрен анчах мар, Мускавран та ĕçлеççĕ.  Калăпăр, Станислав Свиридов  маларах Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наукин центрĕнче ĕçленĕ пулнă, халĕ кунта вăй хурать. Ăна питĕ килĕшнĕ республикăра ĕçлеме, условисем Мускавринчен пĕрре те кая мар тесе хаклать.    

 



08 сентября 2016
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter