Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа, Раççей Потребкооперцийĕ 185 çул çитнине палăртса ирттернĕ мероприятине хутшăннă

 


Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа, Раççей Потребкооперцийĕ 185 çул çитнине палăртса ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă.  Паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ.  Мероприяти пуçланиччен, чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăвашпотребпĕрлешĕвĕн организацийĕсем йĕркелесе тăратнă куравсене пăхса çаврăннă. Торжествăлла пайра, Михаил Игнатьев мĕнпур пухăннă ентешсене уявпа саламланă, Чăвашпотребпĕрлешĕвĕ çав тери пысăк тытăм пулнине асăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ бизнес йĕркеленине, ялти инфратытăмшăн та самай хытă тăрăшнине, республикăри чи аякра вырнаçнă ялсенче те лавккасем ĕçленĕшĕн ырăпа асăнса каланă.  Тепĕр чухне организаци тупăш та илеймĕ, пур-пĕрех халăх валли кирлĕ таварсене вăхăтра илсе çитернине каланă ертӳçĕсем.   Палăртма кăмăллă, регионти лавккасене çулсерен тирпейлесе, илемлетсех тăраççĕ, тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ.  Раççей кооперацийĕсем хушшинче вĕсем малти вырăнта тăни те çакнах çирĕплетсе парать. Михаил Игнатьев уява пухăннă ĕçченсене, ветерансене чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн, çитĕнекен ăрăва пархатарлă вĕрентсе пынăшăн уйрăммăн палăртнă. 

 Чăвашпотребкоопераци пĕрлешĕвĕн Канаш председателĕ, РФ Центросоюз Канашĕн пайташĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хăйĕн сăмахĕнче çак асăннă организаци икĕ ĕмĕр историйĕнче хăйĕн пысăк пĕлтерĕшне упраса хăварма пултарнине каланă.  Сăмаха май,  пысăк çитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Организаци – вăйлă комплекс, хăйĕн ырă йăла-йĕркиллĕ предприяти пулнине çирĕплетсе хăварнă,  8 пин çын ĕçленине асăннă.  Çулталăкне пĕтĕмпе 11млрд тенкĕлĕх тавар тирпейленине пĕлтернĕ.  2015 çулта организаци 76 регионăн пĕрлешĕвĕсем хушшинче  тухăçлă ĕçлесе, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.    Чăвашпотребпĕрлешӳ Канашĕн ячĕпе Валерий Павлов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, влаç органĕсенче тăрăшакансене пурне те, аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.   

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче, 1990 çулсенче йывăр тапхăрта та Чăвашпотребпĕрлешӳ çирĕп «ура» çинче тăнине, халăха вăхăтра кирлĕ таварсемпе тивĕçтернине асăннă.  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ĕçченсене ырласа тав тунă, çĕнĕ çитĕнӳсем патне туртăнма чĕнсе каланă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов предприятисемпе организацисем тивĕçтерекен таварсем çав тери паха пулнине, вĕсенче тăван çĕрĕн вăй-хăвачĕ палăрса тăнине каланă. Яланах çак организацисенче ĕçлекенсене мăнаçлăнах палăртма пултарнине асăннă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Чăвашпотребпĕрлешӳ республикăри  чи пысăк организаци пулнине, ăнăçлă аталанса, çитĕнӳсемпе палăрнине пĕлтернĕ. «Пĕрлĕхре  - пирĕн вăй!  Раççейе ертсе пыраканĕн Владимир Путинăн, республикăна - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн курсне эпир яланах ырлатпăр, пĕрле пулсан, пĕрле ĕçлесен тата та пысăк çитĕнӳсем тума пултаратпăр!», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Яланхиллех ĕçре хастарлăхпа, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех

 



08 сентября 2016
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter