Росгосстрахăн чи ăста специалисчĕсене наградăсем парса чысланă

 Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Росгосстрахăн чи ăста специалисчĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. 2016 çулхи чи лайăх страхлав агенчĕ лигăн форум ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. «Росгосстрах» Страховани Компанийĕн АУО филиалĕн директорĕ  Алексей Пирожков, форум ĕçне Михаил Игнатьева хутшăннăшăн тав тунă. Ертӳçĕ предприятийĕн чи ăста специалисчĕсем пирки каласа хăварнă, вĕсене мĕнле критерисемпе палăртнине пĕлтернĕ. Вăл çавăн пекех «Росгосстрах» СК ПАО филиалĕн çулталăкри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Чăваш Енри филиал Раççейре чи малта пыраканнисен йышĕнче.  2015 çулта республикăра пурĕ 1 млрд 609 млн тенкĕ пуçтарнă, 160 пин ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ», - тенĕ Алексей Пирожков хăйĕн ум сăмахĕнче. «Росгосстрах» инкеке лекнисене яланах вăхăтра пулăшу парса тивĕçтерет, çакна халăхăн лайăх ăнланмалла,  пĕлтĕр тăкак тӳснисене пурĕ 585 млн тенкĕ парса саплаштарнă», - палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ĕç çыннин çулталăкĕнче, çакăн пек форум йĕркелени çав тери паха пулнине каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Росгосстрах ĕçченĕсене республикăри районсемпе хуласенче  чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Африкан мурĕ региона килсе çаклансан та, пĕрремĕш пулăшу параканĕсем – вĕсем, пулнине тепĕр хут ырăпа палăртса каланă.  Страховани компанийĕсем республикăра тухăçлă ĕçлени пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлине асăннă.  Сăмаха май, Чăваш Республики Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Чăннипех те, бизнеса республикăра аталанма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклине çирĕплетнĕ. Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕ ыттисен ĕç кăтартăвĕсемпе танлаштарсан малта пыраканни. Уйрăмах ялсенче тăрăшакансемшĕн  çакă пĕлтерĕшлĕ. «Эпир пĕрле халăх программине йышăнтăмăр. «Пĕрле ĕçлесе пурăнмалла!» программăри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тăрăшатпăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Тавралăха тирпей-илем кӳртессине 5-7 çул хушшинче йĕрке туса пĕтерме палăртнă. Çул-йĕр сарасси пирки сахал мар ĕçленĕ, строительство кал-кал пырать.     2016-мĕш çулта çак ĕçсене пурнăçлама 4,2 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Шкулсем, ача сачĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем кулленех хута каяççĕ.  Федераци Правительствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, 2016 çулта  республика бюджетне 16 млрд федераци енчен  инвестици явăçтарма май килнине асăнса хăварнă регион Пуçлăхĕ. Кăтартăва 2015 çулхипе пăхас пулсан, 5,5 процент пысăкрах. Раççей, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн  пурне те пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев. Яланхиллех, ĕçре уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă. «Росгосстрах» СК АУО  Чăваш Енри уйрăмĕн вице-президенчĕ Александр Блайвас хăйĕн докладĕнче чи ăнăçлă ĕçлекен агентсен йышĕнче саккăррăн пулнине пĕлтернĕ. Вĕсене вăл яваплăха туйса, хăйсене шанса панă ĕçе таса чунпа пурнăçласа пынăшăн ырланă. Республикăра пурăнакансенчен кашни иккĕмĕшĕ вĕсен пулăшăвĕсемпе усă курнине палăртнă. Чи ăста агентсене çак кун Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов  та саламланă. Филиалсем республикăн кашни районĕпе хулинче вырнаçнине, вĕсем Чăваш Енри обществăлла политика лару-тăрăвне те хастар хутшăннине пĕлтернĕ, халăх вĕсене шаннине те каланă.   Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пуçтарăннă çынсен ыйтăвĕсене итленĕ, вĕсене хуравсем панă.  Тĕплĕнрех



08 сентября 2016
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter