Денис Мантуровпа Михаил Бабич — "Чувашторгтехника" предприятире

Паян Чăваш Ене ĕçлĕ çулçÿревпе килнĕ май Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчен полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чувашторгтехника" акционерсен уçă обществине тата "Фросто" тулли мар яваплă обществăн производство лапамĕнче пулчĕç.

"Чувашторгтехника" обществăн генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов юлашки темиçе çулта предприятие 17 миллион евро инвестици хывнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев компани туса кăларакан оборудованипе республикăри чылай социаллă объектра усă курнине çирĕплетрĕ. Денис Мантуров предприятин производство шайĕ пысăккине каларĕ. "Эпир паян хальхи йышши предприятире пулса куртăмăр. Кунта туса кăларакан продукци тĕнче шайĕнчи компанисеннипе те конкуренцие кĕме пултарать", — терĕ Раççей министрĕ.

Фоторепортаж

 



27 января 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter