Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне куҫ курманнисен спорчĕн федерацийĕн президентĕнчен  Лидия Абрамовăран тата Раҫҫейри никама пăхăнман ирĕклĕ Профсоюзсен федерацийĕн председателĕнчен Михаил Шмаковран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.

Куҫ курманнисен спорчĕн федерацийĕн ҫырăвĕнче, 2017 ҫулта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче сусăр ачасен ҫуллахи Спартакиадине – ҫăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвне, ҫӳллĕ шайра йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева ырласа ҫырнă. Лидия Абромова куҫ курманнисен спорчĕн федераци президенчĕ Чăваш Енри халăха тарават пулнине, чăн-чăн профессионалсем регионта ĕҫленине, пултарулăх ҫӳллĕ шайра тесе хакласа ҫырнă.  Кирек епле ыйтăва та вăхăтра татса панине, пĕр сăмаха палăртсан, йĕркелӳҫĕсем питĕ ăста тесе палăртнă.

Раҫҫейри ирĕклĕ Профсоюзсен Федерацийĕн ҫырăвĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхне регионта 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 21-25-мĕш кунĕсенче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ĕҫлекенсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ IV-мĕш Спартакиадăна витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем шăрҫаласа ҫырнă. «Ҫак асăннă мероприятине пысăк шайра йĕркелени – ĕҫлекен халăх хушшинче спорта  анлă сарма пулăшрĕ, тĕрлĕ регионсемпе тачă ҫыхăнма та витĕм кӳчĕ», - тенĕ ФНПР председателĕ Михаил Шмаков ҫырнă телеграммăра.

  



13 октября 2017
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter