Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 50 ҫул тултарнине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă

 Михаил Игнатьев поздравил преподавателей, студентов и сотрудников ЧГУ имени И.Н. Ульянова с юбилеем вуза

  Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 50 ҫул тултарнине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулнă.

 

 Аслă шкула Мускаври энергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ ҫинче 1967 ҫулта ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.  Кăҫалхи пулăм «Эпир пуласлăха йĕркелетпĕр!» ятпа иртнĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ чи малтан пухăннисене саламланă май, ветерансен пысăк ĕҫне хакланă, вĕсем чăнласах та хисепе тивĕҫ тенĕ.  «Эсир сахал мар тăрăшнă.  Аслă шкул кирлĕ пек шайра аталанса пытăр тесе ырми-канми вăй хунă. Ҫак заведени паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килет.  Студентсемпе вĕрентекенсем валли тĕрлĕ условисем ҫителĕклĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Аслă шкулта ĕҫлекен профессор-преподавательсене ырланă, 18 пин студента тарăн пĕлӳ панăшăн тав тунă.

«Технический факультетсем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухакан студентсем промышленноҫ предприятийĕсене кулленех ĕҫе вырнаҫаҫҫĕ, электротехника кластерне те аталанса пыма витĕм кӳреҫҫĕ.  Паян регионти предприятисем 100 пин ытла тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пула, регионта сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пырать, сиплев учрежденийĕсенче ĕҫлекенсем пысăк пĕлӳллĕ пулни куҫкĕретех, вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.  Региона ВТБ  тата «Газпромбанк» ҫирĕп ура ҫинче тăрать, аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансем, пысăк профессионалсем пулнине кура, ҫак асăннă банксем республикăра тĕрлĕ сервис центрĕсене хута янă, халăх кăмăллать вĕсен ĕҫĕсене.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев регионти пултаруллă та ăста яш-кĕрĕмпе хĕр-упраҫсем, вĕсем пурĕ 125-ĕн Сочине ҫамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери форумне хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Ҫак йышра, ЧПУ вĕренекенсем те чылайăн пулнине каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. «Шанатăп, Чăваш Ен чысне хӳтĕлессине», - тенĕ вăл.  

«Эсир пуласлăха йĕркелетĕр! Аталанăр, пуҫаруллă пулма тăрăшăр, ĕмĕтĕрсене пурнăҫа кĕртме вĕренĕр, яланах ҫĕнтерӳ патне ăнтăлăр!», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров аслă шкулăн историйĕпе паллаштарнă, аталану ҫул-йĕрĕнче пысăк тӳпе хывнисене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă.  

Аслă шкулăн тĕп пуянлăхĕ – тарăн пĕлӳллĕ профессионалсем  ĕҫлени тесе каланă ректор.

«Халĕ университетра ҫамрăксем ытларах ĕҫлеҫҫĕ.  Вĕсем те паха ĕҫ опычĕпе пуян.  Аслă шкулта 21 ҫын 50 ҫул та ытла иртсе ĕҫлекеннисем. Ҫитĕнекен ăрăва питĕ лайăх, вĕсене аслисем вĕрентсе пыраҫҫĕ.  Эпир хамăрăн аслă шкула хисеплетпĕр, юрататпăр», - тенĕ Андрей Александров.

Ҫак асăннă шкултан вĕренсе тухнисем, паян регионти малта пыракан промышленноҫ предприятийĕсенче тăрăшаҫҫĕ.  Университет хăйĕн студенчĕсемпе мăнаҫланать.  113 пин ытла ҫын республикăри  малта пыракан предприятисемпе организацисенче тимлет.  

«Тавах пурне те, пирĕн аслă шкула вĕренме кĕме паха ачасене вĕренсе кăларнăшăн.  Вăтам шкулсенчен ҫамрăксем тарăн пĕлӳллĕ килни те куҫкĕретех. Вĕсем пирĕн аслă шкулта та хăйсене тивĕҫлĕ кăтартса пыма пĕлеҫҫĕ, час-часах республика, Раҫҫей шайĕнче ирттерекен конкурссенче малти вырăна тухса, университетăн чапне ҫӳллĕрен те ҫӳллĕ шая ҫĕклесе пыраҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă.  «Ҫак пулăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Чăваш Ен аслă шкулпа хĕпĕртет, мăнаҫланать. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем кулленех пире пурсăмăра та аталанма вăй-хăват кӳреҫҫĕ.  Ăнсăртран мар пулĕ, регионти экономикăн мĕнпур секторĕ кирлĕ пек шайра аталанса пыни, паха специалистсем хăйсен ĕҫĕсемпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ.  Регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ те ҫулран ҫул ырă енне куҫса пыни пире хавхалантарать», - тенĕ вăл.

Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ятĕнчен салам ҫырăвне вуласа панă.  «Шанатăп, малашне те университет Атăлҫи федераци округĕнче хăйне тивĕҫлĕ шайра тытса пырассине, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулассине», - тенĕ вăл.

Саламсем ҫумне ҫак кун РФ Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев та хутшăннă. «50 ҫул сахал мар.  Паян аслă шкулта ĕҫлекенсем ҫакăнта пирĕнпе пĕрле уявра пулни - ҫав тери пысăк чыс. Университет ытти аслă шкулсем хушшинче малта пырать. Унăн ĕҫ кăтартăвĕсем те пысăк», - тенĕ сумлă ентешĕмĕр.

РФ Вĕренӳ тата наука министерствин ҫумĕнчи департаментăн пай пуҫлăхĕ Светлана Кондакова ЧПУ коллективне уявпа саламланă, РФ Вĕренӳ тата наука Министрĕ Ольга Всильевăн, РФ Патшалăх Думин вĕренӳ пайĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн Вячеслав Николаевăн салам ҫырăвĕсене вуласа панă.  

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.  

Палăртса хăваратпăр, паян университетра тĕрлĕ специалистсем хатĕрлесе кăлараҫҫĕ, инфратытăм ҫирĕп, пурлăхпа техника бази те пуян. Кунта 18 пин ытла студент  тĕнчери 45 ҫĕршывран ăс пухать. Вĕсене пурĕ 1000 ытла преподаватель тарăн пĕлӳ парать.

Фоторепортаж   

  



13 октября 2017
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter