Ҫĕнĕ хваттер уҫҫисене паян ҫынсене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă

Еще 176 семей в Чебоксарах получили новые квартиры в рамках реализации программы переселения из аварийного жилищного фонда

   Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкарта пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен ҫынсене куҫарса хăтлă хваттерпе тивĕҫтерессипе йышăннă патшалăхăн тĕллевлĕ программин 4-мĕш тапхăрĕпе, паян халăха торжествăлла майпа ҫăраҫҫисене парса тивĕҫтернĕ пулăма хутшăннă. Ҫынсем хваттерсене Шупашкарти Магницкий урамĕнче илнĕ. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.   

 

Тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратнă историллĕ пулăма сирсе яма Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ирĕкĕпе вырăнтан хускатнă. Халĕ ку ыйтупа нимĕнле кăткăс ĕҫ те пулманнине палăртнă, пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫ йĕркеллĕ пулса пырать тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Программăпа килĕшӳллĕн, 5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, 13 пин ҫынна ҫĕнĕ хваттерсем парса тивĕҫтерме пăхса хунă.  Вĕсенчен ҫурри Шупашкарта пурăнакансем тесе каланă паянхи мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«2018 ҫулта федераци шайĕнче халăха пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме ятарлă тепĕр программа пулĕ. Ун чухне ҫемьесен статусне те шута илме тĕллев лартнă. Ĕҫе 2019 ҫулта йĕркелесе яма палăртнă», - тесе каланă вăл.  

«Шанатăп, ҫĕнĕ хваттерсенче килĕшӳре, пĕр-пĕрне хисеплесе туслă пурăнассине.  Ҫемьесемпе паллашăр, пĕрле килĕштерсе пурăнма тăрăшăр ҫуртра», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков программăна пурнăҫа кĕртсе пĕтĕмпе аварийлĕ пурăнма юрăхсăра тухнă 263 ҫурта пăрахăҫланине пĕлтернĕ.  Республика тата хула влаҫĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пынине кура, ҫуртсем вăхăтра тата кирлĕ пек ҫĕкленсе пынине пĕлтернĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Вăраха тăсăлмасăр, кĕске вăхăт хушшинче халăха савăнтарнине палăртнă.

Хваттер уҫҫисене паян ҫынсене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă.

Наталия Ферапонтова ҫĕнĕ хваттере куҫакансен ячĕпе  Раҫҫей Федерацийĕн Президентне, РФ Правительствине, Чăваш Республикин Пуҫлăхне, Чăваш Ен Правительствине, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳлĕхне, строительство организацийĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.   

«Ҫав тери пысăк программăна пурнăҫа кĕртнĕ.  Пирĕншĕн паян ҫак кун асра юлĕ. Эпир ҫĕнĕ хваттерлĕ пултăмăр.  Шанатпăр, малашне пире хăтлă тата ăшă пуласса ҫак ҫуртра», - тенĕ вăл.

Пухăннă официаллă хăнасем хваттер хуҫисемпе пĕрле ҫурта хакланă.  «Кунта ҫав тери лайăх хваттерсем.  Эпир савăнатпăр. Сире пысăк тав!», - тенĕ Зайцевсен ҫемйи.    

«Малашне ачасем ҫуратасси пирки те шутлама юрать», - тесе пĕлтернĕ хăйсен шухăшне  тăлăха юлнă Тимофеевсен ҫемйи.  

Палăртса хăваратпăр, строительство ĕҫне 192 млн тăкакланă.  Пурĕ ҫуртра 176 хваттер.  Вĕсенчен 35-шне тăлăха юлнă ачасене парса тивĕҫтернĕ.

Фоторепортаж

  



13 октября 2017
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter